Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать

Пӗр вӑхӑт каялла, самантлӑх тӗл пулсан, Геннадий Уткин ҫыравҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине тыттарчӗ.

  • Эсир ҫырнине те тӗксе илнӗ унта, - терӗ.

  • Ӗҫӗме тишкернине е хак панине эпӗ хирӗҫ мар, кирлӗ вӑл. Ӗнентерӳллӗ кӑна пултӑр. Унсӑрӑн килӗшмессе те пултаратӑп, — каларӑм ӑна тав туса.

Геннадий Алексеевич Уткин нумай вӑхӑт Комсомольски район хаҫатӗнче, вӑл шутра унӑн редакторӗнче те ӗҫленӗ, каярахпа КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. Пӗр- пӗрне чылайранпа пӗлетпӗр.

«Сармантей саманин саламачӗ. Очерк, статья, фельетон, памфлет» ятлӑ пулчӗ кӗнеки. Иртнӗ 2013 ҫулта Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире ӑна автор хӑйӗн шучӗпе пичетлесе кӑларнӑ. Хӑех редакциленӗ. 40 страницӑран тӑрать вӑл. Унта пӗрер очерк, статья, фельетон тата памфлет кӗртнӗ. Страницисене шута илсен чӑн пысӑкки - «Сармантей саманин саламачӗ. Юбилейлӑ мар шухӑшсем» статья. Унта Иван Яковлевич Яковлев тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен сӑмах пырать. Вӗсене автор ытларах хӑйне майлӑ, Патриарх ҫинчен эпир ку таранччен мӗн пӗлнине пачах урӑхла хакласшӑн. Паллашар-ха, эппин, хӑш-пӗр ҫырнипе, шухӑш-кӑмӑлӗпе.

«Иван Яковлевич Яковлевӑн 165 ҫулхи юбилейӗ «кӗрлесе» иртсе кайрӗ. Хуласенче яланхи пекех наука конференцийӗсем, митингсем, вулавсем, чиркӳсенче панихидӑсем ирттерчӗҫ. Спортсменсем Тутарстанри Кӑнна Кушкипе Чӑваш Енри Купӑрля (Муркаш районӗ) хушшине чупса тухрӗҫ. Хаҫатсем Мускаври Ваганьков масарӗ ҫинчи Яковлевӑн вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе килекенсем нумаййи ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Майӗпен-майӗпен юбилей «кӗрлевӗ» тамалса пычӗ, икӗ-виҫӗ кун иртнӗ хыҫҫӑн лӑпланчӗ.

Ушкӑнпа ирттерекен уявсен суялӑхӗ ҫав тери пысӑк. Ун пек уявсенче виҫесӗр мухтанаҫҫӗ, каппайланаҫҫӗ, шурра хура теҫҫӗ, хурана шурӑ теҫҫӗ. Ун пек мешехене эпӗ чунран кураймастӑп», - ҫапла пуҫлать Г.Уткин хӑйӗн статьине. (3 стр.)

Ҫавӑнпа вӑл иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн юлашки пӗр кунӗнче И.Я. Яковлевӑн тӑван ялне - Кӑнна Кушкине - ҫитсе килме шутланӑ. Музейӗнче пулнӑ, ялпа урлӑ та пирлӗ ҫаврӑннӑ. Вӑл юхӑнса пынине, унта пурӑнакансен йышӗ чакнине асӑрханӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх - ҫак ҫӳрев ҫыравҫа Г.А. Уткина Иван Яковлевич ҫинчен хальччен мӗн пӗлнине аса илтернӗ тата шухӑшлаттарнӑ. Вара вӑл ҫапла пӗтӗмлетӳсем тӑвать:

«Патриарх (ун пирки урӑхла калама май та ҫук) 1871-1921 ҫулсенчи ҫур ӗмӗр хушшинче пилӗк кӗпӗрнери (Хусан, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ, Самар, Сарӑ Ту) чӑваш хутлӑхӗнче 40 ытла шкул уҫнӑ, хӑйӗн шкулӗнчен 800 яхӑн (пин мар) учитель вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫакӑ кӑна пысӑк паттӑрлӑх шутланать: вӑл турӑ мар, ҫын пулнӑ-ҫке-ха!

Ытти енчен паттӑрлӑх ҫук. Ӗҫченлӗх, пуҫарулӑх пур.» (8 стр.) «Алфавит йӗркелессине, тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарассине, букварьсем хатӗрлессине вӑл пуҫарнипе урӑх ҫынсем тунӑ. Ку ӗҫсене Яковлев ӗҫӗсем тесе калама кирлӗ мар». (17 стр.)

Яковлев уҫнӑ шкулсен тата вӗрентсе кӑларнӑ учительсен хисепне уҫӑмлӑрах тата тӗрӗсрех кӑтартни кирлӗ. Пӗтӗмӗшпе вӑл уҫнӑ е уҫма хутшӑннӑ чӑваш шкулӗсем 400 ытла шутланаҫҫӗ (Димитриев В.Д. Об историческом значении просветительной деятельности И.Я. Яковлева, Известия Академии наук Чувашской Республики. Научный журнал. Гуманитарные науки. 1993, №1, 25-36 стр.). Чӗмпӗрти чӑваш шкул не 1868 ҫултан пуҫласа 1919-мӗш ҫулччен, хӗр ачасен училищинче вӗреннисене шута илсен, пурӗ 1379 ҫын пӗтернӗ, вӗсенчен 874-шӗ учитель ятне илнӗ (Чувашская энциклопедия. 4 т., Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011, 15-16 стр.). Иван Яковлевичӑн асӑннӑ ӗҫӗсен калӑпӑшӗ Г.А. Уткин ҫырнинчен самай пысӑкрах.

И.Я. Яковлевӑн «ытти енчен паттӑрлӑх ҫук» тенине автор тӗслӗхсемпе ҫирӗплетесшӗн. Ун шучӗпе, чӑваш алфавитне тунӑ ҫӗре Иван Яковлевич тӳрреммӗн хутшӑнман, вӑл ертсе пыракан (бригадир) ҫеҫ пулнӑ. «Бригада членӗсен пӗлӗвӗпе ӗҫченлӗхӗ ҫеҫ алфавита кирлӗ пек йӗркелеме ҫул уҫса пынӑ» имӗш (8 стр.). Вӑл ултӑ ҫын ятне аса илет, вӗсен ҫумне «тата ытти те» тесе хушса хурать.

Хӑйӗн ҫак шухӑшне Г.А. Уткин нимӗнле документпа та ҫирӗплетмест. Ҫирӗплетеймӗ те. Мӗншӗн тесен тӗпчевҫӗсемшӗн ку ыйту тахҫанах паллӑ.

Чӑваш алфавитне тӑвас ӗҫ мӗнле пуҫланни ҫинчен Иван Яковлевич ҫапла ҫырать (вырӑсларан чӑвашла йӗркепӗр куҫарни манӑн. -Г.П.): «Ильминский ун чухне мана, университетӑн 1-мӗш курсӗнче вӗренекенскере, 2-мӗш курсра вӗренекен Василий Алексеевич Белилинпа (вӑл вырӑсчӗ, Хусан мещенӗсенчен) паллаштарчӗ. Вӑл Ильминскирен тухӑҫри чӗлхесене вӗреннӗ, ку енчен питӗ пултаруллӑ, уйрӑмах чӗлхесен янрав законӗсем тӗлӗшӗнчен. Ильминский сӗннипе эпӗ тата Белилин каникул вӑхӑтӗнче Кӑнна Кушкине тата ытти чӑваш ялӗсене кайса ҫӳрерӗмӗр, эпӗ вӑл хальччен пачах пӗлмен чӑваш чӗлхине хӑвӑрт вӗреннине куртӑм. Лайӑх ас тумастӑп, тен, эпир унпа икӗ ҫу мар, виҫӗ ҫу ӗҫлерӗмӗр». (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. - Мускав, «Республика» изд-во, 1997. 170 стр.)

Тепӗр ҫӗрте Иван Яковлевич хӑйӗн аса илӗвӗсене хушса ҫырать: «Мана Белилинпа каникул вӑхӑчӗсенче чӑваш ялӗсене кайса ҫӳреме Ильминский сӗнчӗ. Ҫак ҫӳревсене эпир хысна шучӗпе мар, хамӑр шутпа турӑмӑр. Чӑваш юмахӗсене, юррисене, каларӑшӗсене тата ҫавӑн евӗрсене пухнӑ чухне пире Рекеев тата ыттисем пулӑшрӗҫ (...) ҫырса пытӑмӑр чӑвашла, вырӑс буквисемпе усӑ курса, уйрӑмлӑхсемпе» (Ҫавӑнтах. 172 стр). 1873 ҫул тӗлне Яковлев, пӗтӗмӗшле илсен, 25 сас паллирен тӑракан чӑваш азбукине туса ҫитернӗ. «Ҫакӑнпа Яковлевӑн чӑвашла алфавичӗ чарӑнчӗ», - ҫырать Н.И. Ильминский. (Переписка о чувашских изданиях. Переводческой комиссии. - Хусан, В.М. Ключников типографийӗ, 1890, 43 стр.) Уйрӑммӑн палӑртатпӑр: Н.И. Ильминский «Яковлев алфавичӗ» тесе ҫырать.

Чӑваш алфавитне туни чӑваш ҫырулӑхӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланнине пӗлтернӗ.

«Евангелие куҫарас енӗпе те» «Яковлев куҫаруҫӑ мар, пуҫаруҫӑ пулнӑ» (8 стр.), - тесе ҫырать хӑйӗн сӑмахӗсене нимӗнпе ҫирӗплетмесӗр Г.А. Уткин.

Иван Яковлевич тӑван халӑхне чӑвашлӑхрах сыхласа хӑварса вырӑссемпе ҫывӑхлатас, ӑна экономика тата культура шайӗ енчен хӑпартас тесе христианство, унӑн православин юхӑмӗпе ҫыхӑннӑ тӗн кӗнекисене куҫарас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. Каярахпа ку ӗҫ унӑн, Хусан вӗренӳ округӗн чӑваш шкулӗсен инспекторӗн, тивӗҫӗ те пулнӑ. Асӑннӑ ӗҫре вӑл Чӗмпӗр гимназийӗнче вӗреннӗ чухнех пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. Хусан университетӗнче Н.И. Ильминский, Г.С. Саблуков тата ыттисенчен канашсем илсе Матфей евангелине куҫарнӑ, ӑна 1873 ҫулта хӑех ум сӑмах ҫырса пичетлет. (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 155, 166, 183, 279 стр.) Евангелие тата Библин ытти кӗнекине чӑвашла куҫарма, вӑл ӗҫ питӗ калӑплӑ пулнӑ май, Иван Яковлевич Чӗмпӗр шкулӗнче вӗрентекенсене, учительсене тата священниксене хутшӑнтарнӑ. Вӗсен ячӗсене вӑл асаилӗвӗсенче пӗлтерет. (Ҫавӑнтах. 275, 276 стр.) Хӑй тата ыттисем куҫарнӑ сыпӑксене Яковлев ыттисемпе пӗрле сӳтсе явнӑ, куҫарнине пурне те хӑй редакциленӗ. «Эпӗ пӗтӗм куҫарусене хутшӑнни (...) - пӗр иккӗленӳсӗр, уйрӑмах Ҫӗнӗ Завет тата Псалтирь куҫарнисенче» (Ҫавӑнтах,275 стр.). Библине куҫарас ӗҫ унӑн татӑлман. «Куратӑр ӗнтӗ, ватлӑхра тата хальхи лару-тӑрура та эпӗ хам юратнӑ ӗҫе пӑрахмастӑп», - тет вӑл аса илӗвӗсене ҫырнӑ ҫулсенче. (Ҫавӑнтах. 276 стр.)

Ҫапла вара тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарас ӗҫре Иван Яковлевич пуҫаруҫӑ та, куҫаруҫӑ та, редактор та, корректор та пулнӑ.

Г.А. Уткин шухӑшӗпе - «чӑвашран тухнӑ хальхи ӑсчахсем пекехИван Яковлев чӑвашла ҫырма ӑнкарман, калаҫасса та чӑвашла-вырӑсла пӑтраштарса калаҫнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр «эдак-идак» тесе пакӑлтатанӑ» (11 с.). Мӗнпе ӗнентересшӗн-ха автор вулакансене Яковлев тӑван чӗлхене начар пӗлнине? Вӑл ҫырӑвӗсене чӑвашла ҫырман пулать. «Пӗтӗм архивсене ухтарса тухсан та пӗртен пӗр ҫырусӑр пуҫне Яковлев чӑвашла ҫырнӑ пӗр хут татки те тупаймастӑн», - тет Уткин. - Вулакансене кӑсӑклантарас тӗллевпе эпӗ вӑл ҫырӑва кунта пӗтӗмпех кӑтартса парасшӑн» (9 стр.).

Чӑннипе Уткин пичетленӗ чӑвашла йӗркесем - Яковлевӑн Хусантан 1873 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Алексей Рекеев патне янӑ пысӑк ҫырӑвӑн пайӗ, уйрӑм ҫыру мар. Ытти пайӗсене вырӑсла ҫырнӑ. Унта Рекеева Яковлев Хусана пыма чӗнет, Чӗмпӗр шкулӗнчи вӗренӳ мӗнле пынине пӗлме ыйтать тата ытти ыйту хускатать. Ҫырӑвӗ пӗр-икӗ йӗркесемсӗр пуҫне хӑй вӑхӑтӗнче ҫутӑ курнӑ. (Яковлев И.Я. Письма. - Шупашкар, Чӑваш кӗн.изд-ви, 1985. 160-168 стр.)

Ун пек чӑвашла ҫырнӑ йӗркесем Яковлевӑн ытти ҫырӑвӗнче те пур. Сӑмахран, асӑннӑ А.Рекеев патне 1982 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче, ҫав ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнче, 1873 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫырнисенче. Асӑннӑ юлашки ҫырӑвне вӑл ҫак сӗнӳпе вӗҫлет (вӑл ҫулхине адресат шкулта ӗҫленӗ): «Ачасене чӑвашла вулама авантарах вӗрент, ҫавӑнпа эсӗ мана пит савӑнтарӑн. Сана эп шанатӑп ҫапла вӗрентӗн тесе. Сана савакан И.Яковлев» (Яковлев И.Я. Письма. 152, 156, 158 стр.).

Мӗн чухлӗ ҫухалнӑ Яковлевӑн чӑвашла ҫырнӑ ҫырӑвӗсем, сыхланса юлман? Раҫҫей патшалӑх библиотекинче ун патне янӑ ҫырусем хушшинче чӑвашла ҫырнисем ҫӗр ытла пур. Учительсенчен, священниксенчен, хресченсенчен, вӗренекенсенчен вӗсем. (Ал ҫыруснн пайӗ, 361 фонд). Авторӗсене (е вӗсен чылай пайне) Иван Яковлевич чӑвашлах хурав пама пултарнӑ.

Вӑл ҫырусене, чӑн та, ытларах вырӑсла ҫырнӑ. Ҫакӑ вӑл чӑвашла пӗлменни ҫинчен каламасть. «...Эпӗ чӑвашла ирӗккӗн калаҫатӑп тата ҫыратӑп. Анчах чӑвашсемпе вырӑсла ҫыру ҫÿретнӗ», — тесе ҫырать хӑй кун пирки (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспотинания. 279 стр.)

Яковлев ҫапла ҫырнине Уткин шута илмест. Асӑннӑ йӗркесене чӑвашла куҫарса статйине кӗртнӗ пулин те.

Иван Яковлевича ӑнланма пулать: вӑл учительсемпе, священниксемпе, влаҫ ҫыннисемпе вӗрентӳ, обществӑлла тата ытти служба ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫӳретнӗ, вӗсемпе официаллӑ йӗркепе хутшӑнни вырӑнлӑ пулнӑ. ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑсла ҫырма, пирӗн шутпа, влаҫсем хӑйне политика енчен шанманни те хистенӗ. Чӑвашсене вырӑссен ҫырулӑх чӗлхине хӑнӑхтарма тӑрӑшни те пулнӑ пулас Яковлевӑн.

«Иван Яковлев нумай енӗпе талантлӑ ҫын пулнӑ, анчах литература тӗлӗшӗнчен талантпа ҫиҫеймен», — ҫырать малалла пирӗн автор (10 стр.). Яковлев хӑш- хӑш енӗпе талантлӑ пулнине вӑл ҫырса кӑтартмасть, ячӗшӗн кӑна калать, пӗтӗм тӗллевӗ унӑн - Яковлевӑн ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ пулман тесе ӗнентересси.

Г.А. Уткин шухӑшӗпе «чӑвашла калавсем ҫырма вӑл (Яковлев. - Г.П.) аллине нихӑҫан та калем тытман. Букварьсенче пичетленнӗ произведенисене Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн учителӗсем тата вӗренекенӗсем ҫырнӑ» (10 стр). Иван Яковлевича ҫыравҫӑсен йышне кӗртнӗшӗн айӑплисем те пур иккен. «1948 ҫултан пуҫласа республикӑра Яковлевран чӑваш писателӗ туса хурас ӗҫ пуҫланать» (9 стр.), вара «хӑй вилнӗ хыҫҫӑн вун тӑхӑр ҫултан Иван Яковлев ВКП(б) Чӑваш обкомӗн

йӗри-таврашӗнче хӗвӗшсе ҫÿрекен ҫынсен айӑпӗпе плагиатор пулса тӑрать» (10 стр.).

Мӗншӗн статьяра 1948 ҫула тата ВКП(б) Чӑваш обкомне аса илнине ӑнлантарман. Ҫапах чухлама пулать. 1948 çултанпа И.Я. Яковлев ӗҫӗ-хӗлне, пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗс хаклама ҫӗнӗрен пуҫланӑ, ҫав ҫул вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫавна май парти обкомӗн йышӑнӑвӗпе республикӑра тата унӑн тулашӗнче ҫак паллӑ куна чаплӑн паллӑ тунӑ.

Уяв хыҫҫӑн Иван Яковлев кӑларнӑ чӑваш букварӗсенчи пӗчӗк калавсене (вӗсен авторӗсене палӑртман пулнӑ) унӑн ячӗпе уйрӑм кӗнекесем туса кӑларма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе тӑвакансене Г.А. Уткин темшӗн «ВКП(б) Чӑваш обкомӗн йӗри-таврашӗнче хӗвӗшсе ҫӳрекен ҫынсем» тет.

Каярахпа тӗпчевҫӗсем чӑваш букварӗсенчи (вӗсене Яковлев ҫултан ҫул ҫӗнетсе пынӑ) чылай калава кам ҫырнине тупса палӑртнӑ, ун ҫинчен Чӑваш АССР Министерсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика тӗпчев институчӗ (хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) кӑларнӑ. «Революцичченхи чӑваш литератури» кӗнекере (1 том, Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1984) кӑтартнӑ (121-143 стр.). Г.А. Уткин унти фактсемпе усӑ курать, ҫав вӑхӑтрах Яковлев ӗҫӗсене «асӑрхамасть». Асӑннӑ тӗпчев кӗнекинче букварьсенчи калавсене, уйрӑмах малтан кӑларнисене, Иван Яковлевич ҫырнине палӑртнӑ («Автан», «Чакак», «Арман туни», «Капкӑн», «Тараканпа хӑнкӑла», «Сыснапа лаша»). (Ҫавӑнтах, 119-120, 433 стр.) Малтанхи ҫулсенче тухнӑ букварьсенче чылай текста камсем ҫырни паллӑ мар. Вӗсен хушшинче Яковлевӑн калавӗсем ҫук тесе эпир ҫирӗппӗн калаймастпӑр. Вӑл студент чухнех халӑх сӑмахлӑхӗпе халап-юмахӗсене пухнӑ, вӗсемпе букварӗсенче усӑ курнӑ. Тата ҫакна та шута илмелле: букварӗсенче пичетленӗ пур произведение те Яковлев хӑйӗн алли витӗр кӑларнӑ. Ҫапла вара, статья авторӗ Яковлевӑн чӑваш литературинчи ӗҫӗсем ҫук тесе ҫырни суя пулса тухать. Унӑн ятне «плагиат» ӑнланӑвпа ҫыхӑнтарни те кӑнттам япала - хӑйӗн ӗҫӗсемпе кайран мӗнле усӑ курнишӗн Яковлев пӗртте айӑплӑ мар вӗт-ха.

П.Афанасьев хатӗрленӗ «Чувашские писатели» биобиблиографи справочникӗнче (Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2006, 541-543 стр.) Иван Яковлевич Яковлева чӑваш ҫыравҫисен хушшинче куратпӑр. Кунта нимӗнле йӑнӑш та ҫук.

И.Я. Яковлев публицистикӑпа наука ӗҫӗсем те ҫырнӑ. Г.А. Уткин унӑн Чӗмпӗр гимназине вӗренме кӗриччен 1870 ҫулта М.Арнольдов хутшӑннипе ҫырнӑ «Учук» («Чӑвашсен уявӗ «Учюк») статьине анчах асӑрханӑ. Яковлев ҫав ҫулхинех «Чӗмпӗр кӗпӗрнин ведомоҫӗсенче» Н.И. Золотницкийӑн «Солдалык кнеге» ҫинчен статья-рецензи те пичетленӗ. Тепӗр ҫулхине тата тепӗр статья - «Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи вырӑссем мар халӑхсен вӗренес кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗ», 1872 ҫулхине, Хусан университетӗнче вӗреннӗ чухне, «Христианствӑн православи тӗнӗ пирки пуҫласа вӗрентни» кӗнекене чӑвашла куҫарать. Кунта эпӗ Яковлевӑн малтанхи хӑш-пӗр ӗҫне анчах аса илтӗм. Малтанхи наука ӗҫӗсем унӑн халӑха ҫутта кӑларас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ, ятарласа вӗсемпе кӑна ларма унӑн тӗллевӗ те, вӑхӑчӗ те пулман. Наци библиотеки хатӗрленӗ библиографи кӑтартӑвӗсенче Иван Яковлевӑн уйрӑм кӑларнӑ 18 ӗҫӗн ячӗсемпе паллашма пулать. (Яковлев Иван Яковлевич. Научно-вспомогательный библиографический указатель. - Шупашкар, Наци биб-ки, 2008).

Уйрӑм тӗпчевсенче те (Н.Г. Краснов, И.Я. Тенюшев тата ыт.) публицисткӑпа наука енчен И.Я. Яковлев мӗн тунипе тӗплӗнрех паллашма пулать. Ҫавӑнпа ГА.Уткинӑн «Хӑйӗн пултарулӑхӗ мӗн тараннине пӗлсе тӑрса вӑл (Яковлев. - Г.П.) наука ӗҫӗсем ҫырас шухӑшпа шараҫланман» (11 стр.) тенӗ сӑмахӗсем те тӗрӗс мар пулса тухаҫҫӗ.

«Чӑваш тата ытти тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ те тӗпчекен ӑсчахсене юратман, вӗсене сӑлтав тупса е сӑлтавсӑрах тиркенӗ, элек сарнӑ», тет Геннадий Алексеевич. Хӑйӗн ҫак шухӑшне вӑл тӗслӗхсемпе ҫирӗплетесшӗн (11 стр.): «Сăмахран, Иван Яковлев чӑваш чӗлхине тӗпчесе наука ӗҫӗсем ҫырнӑ Николай Золотницкипе хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре те тӗл пулса калаҫман, ӑна палламан, - вулатпӑр эпир. - Яковлева Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторне лартиччен виҫӗ ҫул маларах Золотницкие хӑй ыйтнипе ҫак ӗҫрен хӑтарнӑ. Яковлевӑн ӑна сивлеме, питлеме нимӗнле сӑлтав та пулман» (11 стр). Яковлевӑн аса илӗвӗсенче Н.И. Золотницкий ҫинчен каланине пӗтӗмӗшпех вуламан пулас Геннадий Алексеевич.

Иван Яковлевич Хусан университетӗнче вӗренме тытӑнсанах 1870 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Н.И. Ильминский сӗннипе Н.И. Золотницкипе тӗл пулни, хӑй чӗннипе ун патне икӗ хут кайни ҫинчен ҫырать (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 196-197 стр.). Ҫапла вара «Золотницкипе хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре те тӗл пулса калаҫман, ӑна палламан» тени каллех тӗрӗс мар пулса тухать. Аса илӗвӗсене вуласан Яковлевӑн Золотницкие сивлеме мӗнле сӑлтав пулнине те пӗлме пулать. Вӑл Гурий святитель тӑванлӑхӑн совечӗн секретарӗнче ӗҫленӗ май (Хусан вӗренӳ округӗнчи чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн) 1878 е 1879 ҫулхине «Хусан кӗпернин ведомоҫӗсенче» пичетленнӗ тӑванлӑх отчетне хӑй тӗллӗн, вӑрттӑн хӑйне мухтаса, Иван Яковлевича хирӗҫлесе пуплевсем кӗртнӗ. Яковлев вӗсенчен пӗрне илсе кӑтартать: «Чӑваш шкулӗсен ҫӗнӗ инспекторӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан чӑваш шкулӗсенче вырӑссене, патриотла туйӑмсене хирӗҫ ӑс-тӑн сарать, урӑхла каласан, сепаратизм енӗпе ӗҫлет (отчетри ҫак шухӑшпа мӗн ас тунӑ тӑрӑх ҫыратӑп, паллах, чӑн сӑмах ҫаврӑнӑшӗ мар). Тата ҫавӑн пекех эпӗ ҫапла ертсе пыни мана шанса панӑ вӗренӳ заведенийӗсенчи вӗренекенсене те вӗрентекенсене те пӑсать» (Ҫавӑнтах. 193 стр.).

Н.И. Золотницкин Яковлева курайман хӑтланӑвӗ пирки Хусан архиепископӗ тата вӗренӳ округӗн попечителӗ таран калаҫу хускалать.

Иван Яковлевич вырӑс Н.И. Золотницкин чӑвашсемшӗн тунӑ ӗҫӗсене (букварь тата календарь), вырӑс мар халӑхсене ҫутта кӑларас тӗлӗшпе Н.И. Ильминский майлӑ пулнине палӑртать, ҫав вӑхӑтрах унӑн кулленхи пурнӑҫӗнчи кӑлтӑкӗсем ҫинчен те ҫырать. (Ҫавӑнтах. 193-198 стр). Н.И. Золотницкий ҫинчен ҫырса кӑтартнине пӑрахӑҫлас тесен фактсем илсе кӑтартмалла, анчах вӗсем Г.А. Уткинӑн ҫукки курӑнать, вӗсем пулма та пултараймаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех Н.В. Никольский тӗпчевҫӗ, Хусанти тӗн академийӗн профессорӗ Е.А.Малов тата тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ ӑсчах В.В. Радлов ҫинчен Иван Яковлевич мӗн каланине чуххӑм хирӗҫлени килӗшӳллӗ мар. Яковлев вӗсене хак панӑ чухне халӑха ҫутта кӑларас хӑйӗн ӗҫӗсенче вӗсем ӑна мӗнле чӑрмав кӳнине тӗпе хурать.

«Иван Яковлвв нихӑҫан та ҫынна хĕрхенекен ҫын пулман. Чӗмпӗр шкулӗн хӑйне пӑхӑнман преподавателӗсене, хӑйӗн ирӗкӗнчен иртекен ялти учительсене вӑл ҫийӗнчех вырӑнтан катертнӗ, Чӗмпӗрти шкула икӗ ҫулта пӗрре кирлинчен 30-40 ача ытларах илнӗ, кӗркуннехи икӗ-виҫӗ уйӑхра вӗсене кӑларса янӑ, ҫамрӑксет яла таврӑнман, хула сӗтӗрӗнчӗкӗсем пулса тӑнӑ» (13 стр.), - ҫырать автор. Пысӑк ыйтусемпе айӑпласшӑн вӑл Яковлева. Анчах вӗрентекенсенчен тата вӗренекенсенчен хӑшне Иван Яковлевич Чӗмпӗр шкулӗнчен айӑпсӑр кӑларса янӑ? Хӑш ҫулхине шкула кирлинчен 30-40 ача ытла илсе тепӗр икӗ-виҫӗ уйӑхран кӑларса янӑ? Тата шкулӑн хӑш уйрӑмӗ ҫинчен пырать сӑмах: арҫын ачасен училищи, хӗр ачасен училищи, учительсен шкулӗ, педагогика курсӗ е пӗтӗм шкулӗ ҫинчен-и?

Эпир Яковлев чӑваш ачисене шкулсене, вӑл шутра Чӗмпӗр шкулне те, вырнаҫтарни, вӗсен пурнӑҫне май пулнӑ таран апат-ҫимӗҫ тата ытти енчен ҫӑмӑллатассишӗн тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Пӗр тӗслӗх кӑна. Вӑл Чӗмпӗр хулинче Миронов Павел ятлӑ, хутла пӗлмен, кукша чирӗпе чирленӗ арҫын ачана шкула илет, кукшинчен ӑна хӑй мунчана илсе ҫӳресе сыватать. Миронов Чӗмпӗр шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла вӗренет, паллӑ математик пулса тӑрать. (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 407-408 стр.). Ҫакӑн йышши фактсем тата нумай илсе кӑтартма пулать.

Иван Яковлевич Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи ачисене ытлашши хытӑ тытнӑ, кӳрентернӗ текен элексене ӑна курайман ҫынсем сарнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче суд урлӑ вӗсене вӑл тӑрӑ шыв ҫине те кӑларнӑ.

Иван Яковлевичпа Чӗмпӗр шкулӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнине вӗсен аса илӗвӗсенчен те тӗплӗнрех пӗлме пулать (И.Я. Яковлев в воспоминаниях современников. - Шупашкар, Чӑваш. кн. изд-ви, 1968).

Хӑйӗн ҫӳлерех асӑннӑ шухӑшне статья авторӗ малалла ҫапла тӑсать: «Революци майлӑ пулнӑ тесе Константин Ивановсен класне шкултан кӑларса янине ҫеҫ илер-ха, - тет вӑл. - Ҫав класа Хусан вӗренÿ округӗн попечителӗ хушнипе кӑларса янӑ теҫҫӗ Яковлев биографине тӗпчекен Красновпа Плечов. (Акӑ кунта Уткин асӑрхаттарни - манӑн ят тухрӗ. - Г.П.). Тӗрӗс, «кӑларса ярӑр» текен ҫыру Хусантан пынӑ Яковлев патне. Анчах та Яковлев малтан Хусана «кӑларса яма ирӗк парӑр» текен ҫыру ӑсатнӑ-ҫке. Тӗрӗслӗх попечитель айӑпне мар, Яковлев айӑпне ҫирӗплетсе парать» (13 стр.). Тӳрех каласшӑн: ҫапла ҫырни автор документсене пӗлменнипе, ҫавӑнпа чуххӑм ҫырнипе ҫыхӑннӑ.

Раҫҫейри 1905-1907 ҫулсенчи революци хумӗсем Чӗмпӗре, унти вӗренӳ заведенийӗсене те ҫитнӗ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, духовнӑй семинарире тата ремесло училищинче вӗренекенсен хыҫҫӑн, вӗсене кура, Чӑваш учителӗсен шкулӗнче те пӑлханусем пулса иртнӗ. 1905 ҫулта тата 1906 ҫул пуҫламӑшӗнче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш классенче вӗренекенсем сӑлтав тупса (шкулӑн хӑш-пӗр йӗрки килӗшмест тесе т.ыт.те), ӳкӗтленине итлемесӗр, пӗр вӑхӑт вӗренме чарӑнни пулнӑ. 1907 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Раҫҫейре патшалӑх думи ӗҫлеме тытӑннӑ кун, пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче вӗренекенсем Чӗмпӗрти ытти вӗренекен пекех занятисене пыман. Ҫакӑн ҫинчен Иван Яковлевич Хусан вӗренӳ округне пӗлтернӗ (ЧР Пат. ист. арх. 207ф., 1 оп., 569 ĕç, 1л.). Ку унӑн тивӗҫӗ пулнӑ. Ҫутӗҫ министерствипе Хусан вӗренӳ округӗ вӗренӳ заведенийӗсенчи лару-тӑру ҫинчен хӑйсене пӗлтерсех тӑмалла тесе ҫирӗп асӑрхаттарсах тӑнӑ. Сӑмахран, 1906 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче И.Я. Яковлев Хусан вӗренӳ округӗнчен хушуллӑ официаллӑ, раштавӑн 13-мӗшӗнче кӑларнӑ 15472 №лӗ директивлӑ ҫакӑн пек хушу илнӗ: «Вӑтам вӗренӳ заведенийӗсенче нимӗнле сӑлтавпа та вӗренекенсен сходкисене ирттерме май памалла маррине шута илсе Халӑх ҫутӗҫ министрӗ иртнӗ чӳкӗн 15-мӗшӗнчи 23696 номерлӗ хушӑвӗпе ҫакӑн ҫинчен Хусан вӗренӳ округӗнчи педагогика совечӗсене пӗлтерме ыйтать, асӑрхаттарать: малалла та хирӗҫлеменни, майлӑ пулни влаҫӑн закон тӑрӑх айӑпламалли ӗҫсӗрлӗхӗ пулать (ЧР Пат.ист. арх., 207 ф., 1 оп., 496 ӗҫ, 20л.). А.Деревицкий попечитель нарӑсӑн 23-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче (2360№) (Яковлев ӑна нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче илнӗ) ҫапла хушнӑ: «Мана тӗплӗн пӗлтерӗр, мӗнле эсир ертсе пыракан вӗренӳ заведенийӗнче нарӑсӑн 20-мӗш кунӗнче вӗренӳ занятийӗсем иртрӗҫ, вӗсене ирттермен пулсан - мӗнле сӑлтавпа» (Ҫавӑнтах, оп. 1, 569 ӗҫ, Зл.).

И.Я. Яковлевӑн нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче янӑ докладне илнӗ хыҫҫӑн попечитель нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулне каллех ҫыру ярать (2497 №), унта вӑл 1 тата 2 классенче вӗренекенсен хӑтланӑвӗсене педагогика советӗнче сӳтсе явма хушать, малалли пулӑмсем ҫинчен хӑйне пӗлтерме сӗнет (Ҫавӑнтах, 4л.).

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗш хыҫҫӑн иккӗмӗш класра вӗренекенсем шкул йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш класра вӗренекенсем, Патшалӑх думи ӗҫлеме тытӑннӑ кун, хӑйсене шавлӑ, чарусӑр тытаҫҫӗ, революци юррисем юрлаҫҫӗ, икӗ вӗренекен шкул ҫурчӗ ҫумне ялав ҫакма хӑтланать.

Калас пулать: маларах, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, каникултан таврӑнсан вӗсем Яковлева 34-ӑн (пурте чӑвашсем) алӑ пуснӑ заявлени панӑ, унта Д.И. Кочуров преподаватель чӑваш вӗренекенӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхни тата вӗсен пӗлӗвӗсене тивӗҫлӗ хакламанни, ҫавӑнпа унӑн урокӗсене ҫӳреме пӑрахни ҫинчен пӗлтернӗ. Яковлев вӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ тата ӑнлантарнӑ хыҫҫӑн ачасем занятисене ҫӳреме, хӑйсене йӗркеллӗ тытма сӑмах панӑ, ҫавӑнпа заявление манӑҫа хӑварма килӗшнӗ. Анчах хӑйсен сӑмахне тытман. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче вӗсен пӗр ушкӑнӗ ирӗк ыйтмасӑрах хулана, театра кайнӑ. Кайран айӑплисене пӗтӗм класс хӳтӗлеме тытӑннӑ.

Пӗрремӗш класра вӗренекенсен хӑтланӑвне пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче педагогика советӗнче сӳтсе явнӑ. Пӑлхавҫӑсен ертӳҫине (Кирилл Михайлова) шкултан кӑларса яма йышӑннӑ. Ҫавӑнпа пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине 9 сехетре вӗренекенсем ушкӑнпа Иван Яковлевич хваттерӗ патне пынӑ, Михайлова хӳтӗлесшӗн пулнӑ, кӑшкӑрашнӑ.

Яковлев вӗсем патне тепӗр кунне пыма сӑмах панӑ. Анчах тепӗр кунне, ир-ирех Яковлев патне хӑйсем пынӑ, ӑна хут ҫине ҫырнӑ заявлени панӑ, пурӗ 37 вӗренекен, вӑл шутра вырӑссем те, алӑ пуснӑ пулнӑ. Вӑл кун тӗлне 2 вӗренекене шкулти йӗркесене пӑснӑшӑн шкултан кӑларса янӑ, тепри хӑй ирӗкӗпе вӗренме пӑрахнӑ. Заявленире вӗренекенсем Д.И. Кочурова бойкот тума ҫӗнӗрен пуҫласси ҫинчен пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен пӗрремӗш бойкот хыҫҫӑн вӑл улшӑнман, вӗренекенсене тата ытларах йывӑр калама, чӑрсӑрла калаҫма тытӑннӑ тенӗ. Иван Яковлевич ҫапла аса илет: «1907 ҫулти нарӑс уйӑхӗнче чӑваш шкулӗнче тулаш енчен витерӳ агитацине кура 1 класс забастовки пуҫланчӗ, ӑна 1 класра вӗренекенсем вырӑс чӗлхине верентекен Д.И. Кочуровпа кӑмӑлсӑр пулнипе ӑнлантарчӗҫ. Анчах темле ыйтсан та уҫҫӑн нимӗнле палӑртса калаймарӗҫ хӑйсем. Ҫавна май Кочуров господина ӗҫрен хӑтарма эпӗ пултарайман. Уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ забастовка, темле ыйтнӑ пулсан та, чарӑнмарӗ» (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 316 стр). Тепӗр ҫӗрте Яковлев вӗренекенсене хӗтӗртетекенсем шкултах пулни ҫинчен те ҫырать (Ҫавӑнтах, 562 стр.).

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче И.Я. Яковлев патне Хусан вӗренӳ округӗнчен хушу ҫырӑвӗ ҫитнӗ. 1907 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче 2538 номерпе янӑ ӑна. Ҫырӑва вырӑсларан куҫарнӑран вулаканшӑн иккӗлентерекен самантсем ан пулччӑр тесе ӑна вырӑслах илсе кӑтартасшӑн:

«Г[осподину] инспектору Симбирской чувашской учительской школы.

При возникновении беспорядков в учебных заведениях педагогические советы в последнее время часто прибегают либо к таким мерам, которые не могут быть признаны действительными и в значение которых едва ли серьезно верят и сами советы, либо к таким, применение которых превышают компетенцию совета. К числу первых относятся «выговор», уменьшение отметки в поведении за четверть, «предупреждение» о взысканиях и наказаниях, делаемое в неопределенной форме, без обозначения, в чем будут заключаться эти взыскания. Недействительность таких мер, хотя и указанных правилами о взысканиях, кои однако рассчитаны на применение в нормальное время школьной жизни, особенно ярко обнаруживается, когда учащиеся производят беспорядки скопом. К числу мер второй категории относятся постановления советов о прекращении занятий в учебном заведении и закрытии целых классов или предупреждение об этом. Принятие таких мер не предоставлено советам законом, ясно и определенно указывающим, какие предметы и вопросы подлежат обсуждению и решению педагогических советов. О применении таких мер педагогические советы могут только ходатайствовать пред учебно-окружным начальством и притом в случаях совершенно исключительных.

В виду вышеизложенного, я покорнейше прошу педагогические советы, при возникновении в учебных заведениях беспорядков, не применять таких мер, недействительность которых доказана на опыте и которые только роняют авторитет совета в глазах учащихся, и отнюдь не прибегать к закрытию учебных заведений или целых классов, так как применение последней меры не предоставлено непосредственно педагогическим советам и будет рассматриваться как превышение власти.

Попечитель округа А.Деревицкий.

Правитель канцелярии Жохов». (ЧР Пат. ист. арх. 207ф, 1 оп., 569 ӗҫ, 50л.).

Кӗскен каласан - вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсен ушкӑнлӑ пӑлхавӗсем (сходкӑсем) пулсан вӗсене кӑларса ямалла, мӗншӗн тесен ӳкӗтленин усси ҫук, вӑл педагогика совечӗсен авторитетне анчах чакарать, ҫав вӑхӑтрах кӑларса ярас ыйтӑва вӗренӳ округӗ анчах татса пама пултарать тенӗ хушура.

Вӗренӳ округӗнчен кӑтарту илнӗ кунах И.Я. Яковлев педагогсен советне пухать. Ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе-явнӑ хыҫҫӑн, попечитель хушнине шута илсе, совет пӗр кӑмӑллӑ пулса 1-мӗш класс вӗренекенӗсене шкултан кӑларса яма йышӑнать тата попечительтен ҫак йышӑнӑва ҫирӗплетме ыйтать.

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӗмпӗр шкулӗнче Хусан вӗренӳ округӗнчен попечитель телеграммине илнӗ: «Совет йышӑнӑвне ҫирӗплететӗп. Йӗркесене пӑхӑнма килӗшекенсене каялла хӑйсем ыйтнипе йышӑнӑр. Ыттисене салатса ярӑр» (Ҫавӑнтах 15 л.).

Иван Яковлевич сывӑ мар пулнипе пӗрремӗш класра вӗренекенсем патне Турченко преподаватель кайнӑ, вӗсене шкултан кӑларса яни тата камӑн шкулти йӗркесене тата педагогсен канашӗ хушнисене пӑхӑнас кӑмӑл пур, вӗсене хӑйсен ыйтнипе шкулта хӑварма май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.

Вӗренекенсен хытӑ шавлама, хӑйсен тӑратнӑ ыйтӑвӗсене пурнӑҫламасан, Кочурова ӗҫрен хӑтармасан, шкулта юлмассине пӗлтернӗ (Çавăнтах. 504 ӗҫ., 10-23 лл.).

Куртӑмӑр ӗнтӗ: Чӗмпӗр шкулӗн 1-мӗш классӗнче вӗренекенсене шкултан кӑларса ярасси чӑн малтан Хусан вӗренӳ округӗпе, унӑн хушӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Ӑна И.Я. Яковлев тата педагогсен канашӗ пурнӑҫламасӑр пултарайман. Пӗтӗм ӗҫ-пуҫа Яковлев ҫине йӑвантарни тӗрӗс мар. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй те ӑнланнӑ: шкула сыхласа хӑварас тесен унӑн йӗркисене йышӑнман вӗренекенсене салатса янипе килӗшмелле. Иван Яковлевичшӑн ҫакӑ, паллах, хуйхӑ-суйхӑллӑ ӗҫ пулса тухнӑ. Акӑ мӗн ҫырать вӑл хӑйӗн аса илӗвӗсенче:

«Асӑрхамалла: 1905, 1906, 1907-мӗш ҫулсенче шкулта государствӑна хирӗҫ юхӑм пурччӗ, анчах Раҫҫейре мӗн пулнипе танлаштарсан чылай вӑйсӑр. Вӑл 1 класра вӗренекенсем кӗҫӗн классенче вырӑс чӗлхине вӗрентекен Кочуров учителе, вырӑс пулнӑран, хирӗҫ пынипе палӑрчӗ. Кочуров аван преподавательччӗ. Кочурова хирӗҫ кавар вӑл чӑваш вӗренекенсенчен тӑрӑхлать тенипе ҫыхӑннӑччӗ, уншӑн эпӗ ӑна апла юрамасть тесе асӑрхаттарнӑ, чарнӑ. Вӑл ҫилӗсӗр, кама та пулсан кӳрентерес тесе мар тӑрӑхланӑ - хӑйӗн айванлӑхӗпе тата ҫамрӑк пулнипе. Вӑл Чӑваш шкулӗн ҫуртӗнче пурӑннӑ, вӗренекенсемпе классен тулашӗнче ӗҫленӗ чухне (вӗсене преподавательсем асӑрхасах тӑнӑ), дежурствӑра тата ытти чух тӑрӑхланӑ. Вӗренекенсемпе хирӗҫме сӑлтавсем нумай пулнӑ. Аслӑ классенче вӗрентекен преподавательсем аслӑ пӗлӳ илнӗскерсем пулнӑ, Кочуровӑн вӑл пулман. Ҫакӑ хурлӑхлӑ истори Хусан округӗ хушнипе забастовкӑна чарма килӗшмен 1-мӗш класс вӗренекенӗсене шкултан кӑларса ямалла пулнипе вӗҫленчӗ. Эпӗ яланах шкулта политикӑна хирӗҫ пулнӑ. Шкулти дисциплинӑна сыхласа хӑварма тесе ҫак мерӑна йышӑнмалла пулчӗ. Кочуров учителе тӳрех ӗҫрен хӑтарма юраман, мӗншӗн тесен ку каялла чакнине, вӗренекен-забастовщиксен ыйтнипе килӗшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Шӑв-шав пуҫланнӑ хыҫҫӑн Кочурова пӗр ҫул шкулта тытрӑм. Унтан вӑл хӑй шкултан кайрӗ (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 561-562 стр.).

Ҫапла вара, Иван Яковлевич (ун хыҫҫӑн эпир те) 1907 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекенсене Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗ хушнипе кӑларса янӑ тени тӗрӗс.

Вӗренме пӑрахнӑ ачасене килӗсене кайма шкул укҫипе усӑ курма попечительтен ирӗк иличчен Яковлев хӑйӗн укҫине парать. Тата вӑл вулӑс правленисене ҫырусем ярать, вӗсенче ачасен ашшӗ-амӑшӗсене Хусан округӗн попечителӗ хушнипе шкултан кӑларса яни тата вӗсем ҫул ҫине панӑ хысна укҫине тавӑрса памалли ҫинчен пӗлтерет, вӗсене килӗсене ҫитме ирӗк панӑ хутсене каялла тавӑрма сӗнет (ЧР Пат. ист. арх. 207 ф., 1 оп., 569 ӗҫ., 17 л тата ыттисем те).

Шкултан кӑларса янӑ вӗренекенсен ашшӗ- амӑшӗсене, ҫавӑн пекех влаҫ ҫыннисене официаллӑ йӗркепе пӗлтерни Иван Яковлевичӑн тивӗҫӗ пулнӑ, уншӑн ӑна ятлама кирлӗ мар.

Чӗмпӗр шкулӗнчен кӑларса янӑ вӗренекенсем хушшинче пулас поэт Константин Иванов та пулнӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ патне те хыпар ҫитернӗшӗн, аса илӗвӗсенче Ивановӑн ҫемйинчи тата Чӗмпӗр шкулӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтри пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑшӑн Г.А. Уткин Яковлевпа питӗ кӑмӑлсӑр.

Иван Яковлевичпа Константин Иванов хушшинчи хутшӑнусем каярахри ҫулсенче мӗнле пулни ҫинчен Яковлев ӑшшӑн ҫырса кӑтартать. «1907 ҫулта, - тет вӑл, -Хусан вӗренӳ округӗн попечителĕ Деревицкий хушнипе Чӑваш шкулӗнчен пӗрремӗш класа государствӑна хирӗҫлӗ пропагандӑшӑн пӗтӗмпех кӑларса янӑ. Кӑларса янисен йышне, шел пулин те, Константин Иванов чӑваш вӗренекенӗ лекнӗ, ҫав пропагандӑпа ҫыхӑнманскер, пачах урӑхла, ӑна йышӑнман туйӑмлӑскер. Вӑл юратмалла сӑпайлӑ, сӑн-сӑпачӗпе илемлӗ, тарӑн, нумай енпе ӑслӑ, логика тӗлӗшӗнчен кӑна мар тата илеме ӑнланакан пултаруллӑ ҫамрӑкчӗ. Вӑл поэт тата чаплӑ куҫаруҫӑччӗ, вӑл Лермонтовӑн «Калашник хуҫа ҫинчен хунӑ юрӑ» питӗ ӑнӑҫлӑ чӑвашла куҫарнӑччӗ. Оригиналлӑ япаласенчен Иванов чӑвашла «Нарспи» (чӑваш хӗрарӑмӗн ячӗ) ятлӑ повесть ҫырчӗ. Шкултан кӑларса яни икӗ ҫул иртсен эпӗ ӑна Чӗмпӗре чӗнтӗм (...) Вырӑс чӗлхине вӑл лайӑх пӗлетчӗ, унӑн йывӑрлӑхӗсене пӑхмасӑр, ӑна вӑл часах вӗренчӗ. Эпӗ унпа ӗҫлерӗм. Тӗслӗхрен, эпӗ ӑна Лермонтов поэзийӗн пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшса Белинскипе паллаштартӑм». (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 437-438 стр.) «Нарспи» поэмӑна И.Я.Яковлев «Чӑваш халапӗсем» ятлӑ кӗнекере пичетленӗ.

Константин Васильевич Иванов Чӗмпӗр шкулӗнче черченипе ӳкерчӗк ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Хӑйӗн вӗрентекенне, Иван Яковлевича, питӗ хисепленӗ, Чӗмпӗр шкулӗ 40 ҫул тултарнӑ тӗле «Хальхи самана» поэма ҫырса унта И.Я. Яковлев ӗҫӗ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ:

Чӑн чӑвашла сӑмахпа Хӑй тӑванне чӑваша Пырса ҫапрӗ чӗрине, Пӑлхатса ячӗ чӗрине. Пӑлхатнинчен питӗрех Шухӑш ӳкрӗ пуҫ ҫине. Ҫӗнӗ ӗмӗр мар-и ҫав? Ҫӗнӗ пурнӑҫ кайрӗ ҫав. Пур ҫӗрте те ялсенче Хура халӑх хушшинче Хут вӗренме тытӑнчӗҫ, Шкулсем нумай уҫӑлчӗҫ.

Вӗсен чӗри Чӗмпӗрте,

Аслӑ чӑваш шкулӗнче.

Кӗнекесем ҫаптарчӗҫ,

Ҫын хушшине салатрӗҫ?

Кӗҫке ӗнтӗ куҫӗсем Уҫӑлаҫҫӗ чӑвашсен.

Кӗҫке курма пуҫларӗҫ,

Тӗнче кура пуҫларӗҫ.

Ҫав ӗҫсене кам турӗ,

Ҫак таранччен пулӑшрӗ?

Ҫак таранччен тарӑхса,

Ҫак таранччен тӑрӑшса Кун-ҫулӗнче курнине,

Шухӑшпала шурнине Кам каласа парӗ-ши?

Кам ырӑ ят сарӗ-ши?

Эй, самана, самана!

Мӗн кӑтартӑн малалла?

Хальхи кунсем капла-ха,

Килес кунсем мӗнле-ши?

«Хальхи самана» поэма сыпӑкӗ. «Иванов К.В. ҫырнисен пуххи» кӗнекерен (Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 2000, 94 стр.) илнӗ.

Анчах статья авторӗ ҫакна тата ытти пулса иртнисен тупсӑмӗсене ӑнланмасть, асӑрхасшӑн та мар. «Пӗр пичӗ хӗвел те тепӗр пичӗ уйӑх кӑна пулман Яковлевӑн, хурах сӑн-пуҫлӑ та пулнӑ вӑл тепӗр чухне», - тесе ҫырать вӑл пӗр сӑпайсӑр (14 с). Вара Иван Яковлевича патриарх тенине кавычкӑна илет тата ӑна «господин» теме пуҫлать.

И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне хӑварнӑ халала та тишкерет А.Г. Уткин. Ӑна ҫырма «тӑванӗ Иван Степанов пулӑшнӑ теҫҫӗ», «ку ӗҫе пӗтӗмпех Степанов пурнӑҫланӑ тесен йӑнӑш пулас ҫук», - вулатпӑр статьяра (14 стр.).

Кунта чуххӑм ҫырни куҫ кӗретех.

Иван Яковлевича халалне хатӗрлеме аслӑ ывӑлӗ Алексей Иванович пулӑшнӑ. Тепӗр ывӑлӗ те - Николай Иванович - хутшӑннӑ. Архивра ҫакна ҫирӗплетекен хутсем сыхланса юлнӑ (ЧПГӐИ архивӗ, VIII пай., 70 ӗҫ, ытти те). Тӗпчевҫӗсем те кун ҫинчен пӗр хутчен мар ҫырнӑ. Халалӑн юлашки вариантне (ӑна вырӑсла хатӗрленӗ) Иван Яковлевич тӳрлетнӗ, унтан ӑна хӑй алӑ пуснӑ. (Димитриев В.Д. О завещании И.Я.Яковлева чувашскому народу, Яковлев Иван. Чӑваш халӑхне панӑ халал. - Завещание чувашскому народу. - Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви., 2013, 3-9 стр.; Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 41-42 стр.).

Яковлев халалне чӑвашла куҫарма кам хутшӑнни паллӑ мар. Ку ӗҫе унӑн тӑванӗ И.С.Степанов (унпа Иван Яковлевич РСФСР Конституцийӗн текстне куҫарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ) хутшӑнма пултарнӑ.

ГА. Уткина Яковлев чӑваш халӑхне хӑварнӑ халал килӗшмест. Мӗнле хаклать-ха ӑна вӑл? «Халал пирки пӗр-икӗ сӑмах каласа хӑварни вырӑнлӑ, - вулатпӑр. - Яковлев Халалӗ малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех пачӑшкӑн ӳкӗт сӑмахӗ евӗрлӗ. Хӑй ӗмӗрӗпех православи чиркӗвӗн тӗрекӗ, турра ӑс-пуҫпа тата чун-чӗрепе ӗненекен ҫын, вӑл урӑхла утӑм тума та пултарайман» (14-15 с.). Уткин: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала», — ҫырать вӑл. Ӗненӗве «япала» тени кӑмӑл-сипет енӗпе те, стиль тӗлӗшӗнчен те вырӑнлах мар-ха та ӗнтӗ: мӗн тӑвас тетӗн, ҫакӑнтан ҫыхӑнуллӑрах калама майӗ пулман-тӑр. «Вырӑсла ҫакна питӗ ҫыпӑҫтарса: «Крепче всего берегите величайшую святыню - веру в Бога», - тенӗ. Малалла та, малалла та сӑмах-юмах турӑ ҫинчен пырать» (Ҫавӑнтах).

Геннадий Алексеевич халалра тата ӑнсӑртран тенӗ пек ҫемье ҫинчен каланине асӑрхать: («Чим-ха, ҫемье ҫинчен калани те пур») тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр тени тата хӑйне, кама та пулин кӳрентернӗ пулсан, каҫарма ыйтни пирки ҫырать (15-17 стр.). Анчах Иван Яковлевич халалӗнче вырӑс халӑхӗпе таччӑн ҫывӑхланма, вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса, туслӑ пурӑнма, пӗлӳ илнӗ ҫынсене ытти чӑваш йӑх ҫыннисен пӗлӗвӗсене хӑпартма пулӑшма, килӗштерсе ӗҫлеме тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑнма тата ытти ҫинчен пачах шарламасть.

Г.А. Уткин И.Я. Яковлева тата тепӗр енчен тапӑнать. Вулатпӑр: «Чӑваш хутлӑхӗнче чиркӳсем уҫнисӗр, чӑваш шкулӗпе Чӗмпӗрти духовнӑй семинарире ҫав чиркӳсенче ӗҫлеме пупсем хатӗрлесе кӑларнисӗр, хӑй турра ӗненнисӗр пуҫне Халалӑн пӗр пунктне те пурнӑҫлатан Яковлев господин» (16-17 стр.).

И.Яковлевӑн пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр текен сӗнӗвне хӑй пурнӑҫламаннине вӑл пӗр тӗслӗхпе - Юркин Иванне чӑвашла хаҫат кӑлармӑ тата унӑн чӑваш юррисен кӗнекине чӑваш шкулӗсенче салатма чӑрмантарнипе - ҫирӗплетесшӗн.

Чӑн та, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Юркин чӑвашла хаҫат кӑларма шутлать, ирӗк ыйтса хут ҫырать. Влаҫсем унӑн ыйтӑвӗ пирки Иван Яковлевичӑн шухӑшне пӗлесшӗн пулаҫҫӗ. Яковлев чӑвашла хаҫат кӑлармахирӗҫпулать. Мӗншӗнне ун чухнехи пӗтӗ-мӗшле шухӑшӗ урлӑ пӗлме пулать. Хаҫат тавраш политикӑпа ҫыхӑннӑ, ӑна чӑвашла кӑларма тытӑнсан чӑвашсене, хӑйне сепаратизм (вырӑссенчен уйӑрассишӗн текен шухӑш) енчен айӑпласси вӑйланасса, ҫакӑ чӑваш ҫутӗҫӗшӗн пысӑк чӑрмав пуласса пӗлнӗ. Хаҫат кӑларса тӑма Юркинӑн пӗлӗвӗ те ҫитменнине (унӑн вӑтам пӗлӳ те пулман) ӑнланнӑ пулӗ Яковлев.

Вӑл вӑхӑтра «хаҫат-журнал тутарла та, поляк чӗлхипе те, эстонла та, иврит-идиш (еврей) чӗлхисемпе те тухса тӑрать» тесе ҫырать ЕА. Уткин (16 стр.). Пире тутарсемпе танлаштарни вырӑнлӑрах (ытти асӑннӑ хӗвел анӑҫри халӑхсен историйӗ кӑткӑсрах, Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсеннинчен чылай уйрӑмрах пулнипе).

Интернет пӗлтерӗшӗ тӑрӑх, XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнчен пуҫласа (пӗрремӗш хут 1808 ҫултан пуҫласа) тутар тата вырӑс интеллигенцийӗсен представителӗсем, тутар халӑхӗ хутла пӗлнин шайӗ ӳснӗ май, влаҫсенчен тутар чӗлхипе хаҫат пичетлеме ирӗк темиҫе хутчен те ыйтнӑ. Анчах патша правительстви ыйтусене тивӗҫтермен. 1870 ҫулсенче тутарла хаҫат кӑларасси пирки Каюм Насыри хускатать, 1880 ҫулсенче - тутарсен паллӑ драматургӗ Г.Ильясов, 1890 ҫулсенче - Загир Бигиев тата ытти паллӑ ҫынсем ыйту тӑратнӑ, анчах вӗҫне тухайман. 1905 ҫул пуҫламӑшӗнче хаҫат кӑларас тесе тутарсен паллӑ поэчӗ Габдулла Тукай тӑрӑшать. Шалти ӗҫсен министерстви тутарла хаҫат кӑларас текенсене яланах хирӗҫлесе пырать. 1905 ҫулта революци пуҫлансан анчах тутар хаҫатне кӑларма май уҫӑлать. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Петербургра эрнере пӗрре тухса тӑракан «НУР» («Ҫутӑ пайӑрки») хаҫат ҫутӑ курать, ку пӗрремӗш тутарла хаҫат пулнӑ.

Иккӗленӳ ҫук, Иван Яковлевич иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче чӑвашла хаҫат кӑларма Юркин майлӑ пулнӑ пулсан та ӑна влаҫсем ирӗк паман пулӗччӗҫ. Ҫакна тутарсен тӗслӗхӗ ӗненмелле ҫирӗплетсе парать. Тутарсен хаҫачӗ тухма тытӑннӑранпа тепӗр тӑватӑ уйӑхран вара, 1906 ҫул пуҫламӑшӗнче, чӑваш хаҫачӗ «Хыпар» тухма пуҫлать. И.Н. Юркин тӑрӑшнипе чӑвашсем темиҫе ҫул маларах хӑйсен хаҫачӗпе пулма пултарнӑ тени пуш сӑмах анчах. Ҫавӑнпа асӑннӑ ыйтура, манӑн шухӑшӑмпа, Яковлев айӑпне шырама кирлӗ мар.

И.Н. Юркин кӑларнӑ чӑваш юррисене чӑваш шкулӗсенче салатма Яковлев, Хусан вӗренӳ округӗн инспекторӗ хирӗҫ пулни пирки те ҫавнах каламалла. Мӗншӗн тесен халӑх шкулӗсенчи йӗрке тӑрӑх ҫутӗҫ министерствин вӗренӳ комитечӗ, Синод ҫумӗнчи вӗренӳ комитечӗ ырланӑ тата Гурий святителӗн тӑванлӑхӗ кӑларнӑ кӗнекесемпе анчах усӑ курма юранӑ. И.Н. Юркинӑн кӗнеки вӗсен йышне кӗмен. ҫитменнине вӑл пахалӑх енчен Иван Яковлевича тивӗҫтермен. «Унӑн юррисене, вӗсем усӑсӑр пулнине кура, нихӑҫан та нимӗнле майпа та ырлама пулмасть», «пысӑк мар рифмӑллӑ тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисене Юркин халӑх юррисем, вӑйӑ, туй тата ыттисем евӗр тунӑ, ӑна вӑл хӑй те йышӑнчӗ.» - тесе ҫырать вӑл (Яковлев И.Я. С думой о народном просвещении. Из переписки. Ч.2. - Шупашкар, Чӑваш патшалӑх университечӗн изд-ви, 1998, 104 стр.).

Ҫапла вара И.Н. Юркин ыйтӑвӗсемпе И.Я. Яковлев килӗшменни унӑн тӗп тивӗҫӗпе - халӑха вӗрентес ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ, ӑна вӑл нимӗн тесе те улӑштарма пултарайман.

Ҫав вӑхӑтрах Яковлев, май килнӗ чухне, И.Н. Юркина пысӑк пулӑшу парать - хӳтӗлет. 1907 ҫулта «Симбирянин» хаҫатра Юркин хатӗрленӗ чӑваш халӑх юмахӗсен пӗчӗк кӗнекисене (вӗсем 5 пулнӑ) пӑрахӑҫлакан рецензи пичетленнӗ, авторӗ - И.Юркин ентешӗ, Вятка кӗпӗрнинчи халӑх училищисен инспекторӗ О.Г. Романов. Ҫав кӗнекесем ирӗке чӗнекен юхӑмӑн пулӑш хучӗсем пулса тӑраҫҫӗ, «мирлӗ тата ӗҫе юратакан чӑвашсене йӗрке-тирпейлӗхне пӑсма тӗл тытаҫҫӗ», - тенӗ рецензент. Пысӑк айӑплав тухса тӑнӑ И.Н. Юркин умне. Кун пирки пуҫлӑхсем И.Я. Яковлев шухӑшне пӗлесшӗн пулнӑ. Иван Яковлевич ҫапла хурав парать вӗсене: «Романов шухӑшӗпе эпӗ пачах килӗшместӗп. Манӑн шухӑшӑмпа, Юркин пропаганда тӗллевӗсем тытман, чӑваш халӑхӗн произведенийӗсене, вӗсем ҫумне вӗсен пахалӑхне чакарса, куҫарнисене тата, тен, хӑй ҫырнисене хушса мелсӗр пухса мелсӗр кӑларнӑ. ҫав юмахсене, тепӗр хут калатӑп, Юркин ҫырманни ҫинчен (...). Мӗн кӑна ҫук вырӑс юмахӗсенче. Афанасьев пухнӑ юмахсен пуххине уҫ кӑна. Чи палӑртмалли - нихӑш вырӑнта та Юркин ҫавсемпе майлӑ пулни, ҫав юмахсен пирки шухӑшлани ниҫта та ҫук.

Юркин брошюрисенче юрӑхсӑр япаласене эпӗ курмастӑп тата нимӗнле асӑннӑ ирӗклӗх хучӗсемпе ҫыхӑннине палӑртмастӑп». (ЧР Пат. ист. арх. 207 ф., 1 оп., 577 ӗҫ. 10-11 с.л., ЧПГӐИ наука архивӗ. 1 уйр., 49 ед. хр., 81-81 об.л.; Александров Г.А. Чувашская интеллигенция. Биографии и судьбы, 2003,134-135 стр.).

И.Я. Яковлев халӑха тата уйрӑм ҫынсене ырӑ туни ҫинчен ҫырса пӗтерес ҫук.

«Хӑй ватӑлса ҫитсен унӑн «ырӑ ӗҫӗсемшӗн» йӗри- таврашри (тӑван-пӗтенпе ҫемйи мар) этемсем ӑна курайми пулнӑ, Яковлева хваттертен те, ӗҫрен те хӑваланӑ» тесе ҫырнӑ статьяра (17 стр.) Революци хыҫҫӑн чӑвашсен пӗр пысӑк мар ушкӑнӗ Иван Яковлевича тапӑнса пынине (ҫемьипе хваттерӗнчен кӑларас, ӗҫрен хӑтарас тата ытти енчен) пӗтӗм интеллигенци, халӑх ҫине йӑвантарни юрӑхсӑр меслет. Пачах урӑхла: хӑй вӑхӑтӗнче Яковлева хирӗҫ пынисем, вӑл шутра унӑн ҫинчен хаҫатсенче ырӑ мар ҫырнисем те, ӑслӑраххисем Яковлева тӑрӑнни тӗрӗс мар пулнине ӑнланма тытӑннӑ. Иван Яковлевича мӑшкӑлласа «Симбирские вести» хаҫатра 1907 ҫулта «Современная бурса» ятлӑ статья авторӗ Д.П. Петров-Юман каярахпа ҫапла ҫырнӑ: «Вара эпӗ хам йӑнӑшнӑ пулӗ, ахалех Иван Яккӑлча тулларӑм пулӗ тесе шухӑшлама тытӑнтӑм. Ҫав шухӑшсем ҫинчен Иван Яккӑлча халӗ те ҫырупа пӗлтертӗм. 1908-мӗш ҫулта Лев Толстой манран чӑвашсем ҫинчен ыйтса ҫыру ҫырсан, эпӗ ӑна Иван Яккӑлчӑ сумсӑр пысӑк ӗҫ тӑвакан ҫын тесе пӗлтертӗм. Кавӗрле те (Г.Ф. Федоров-Алюнов «Волжские вести» хаҫатра 1907 ҫулта Яковлева хирӗҫ «Сплошная драма» статья ҫыраканӗ. - Г.П.) каярахпа, 1918 ҫулсенче, Иван Яккӑлчӑпа эпир хаҫатсем урлӑ кӗрешни йӑнӑш пулчӗ, сиенлӗ пулчӗ ахӑр теме пуҫларӗ». (Мӗтри Юман. Суйласа илнисем. Калавсемпе новеллӑсем, повесть, драма, очерксем, аса илӳсем, статьясем, ҫырусем. - Шупашкар, Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1997. 324 стр.).

Асӑннӑ Д.П. Петров-Юман 1918 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Совечӗ ҫумӗнчи чӑваш ӗҫӗсен комиссариачӗн пухӑвӗнче каланӑ сӑмах сыпӑкне (вӑл комиссарӑн заместителӗ пулнӑ) илсе кӑтартни те вырӑнлӑ пулмалла: «Иван Яковлевич Чӑваш шкулне тӑваканӗ кӑна мар, вӑл пӗтӗм чӑваш халӑхне аслӑ ҫутта кӑлараканӗ. Эсир пурте, Иван Яковлевич патӗнче вӗренменнисем те, хӑвӑрӑн илнӗ пӗлӗвӗрсемпе унӑн умӗнче парӑмлӑ, мӗншӗн тесен вӑл пулман пулсан чӑвашсем тӗттӗмлӗхре пӑнтӑхаттӑмӑр. Кам-ха ӑна шкула ертсе пырассинчен хӑтарать? Чӗмпӗрти наци обществи, чапшӑн ҫунакан, пӗчӗк ушкӑн Чӑваш шкулӗнче вӗренекенсемпе, пурнӑҫ курман ҫамрӑксем (...), аслӑ вырӑнтан хӑйсен вӗрентекенне хӑтарма хӑйнисем. Миҫе ҫын ҫав хӑюллисем? Нумай та мар, сахал та мар - 18. Хавхалантараканӗсем - хӑйсен тӗллевӗсемшӗн тӑрӑшакансем, тавӑрас шухӑшлисем» (цитата: Александров Г.А. Иван Яковлевич Яковлев в 1917-1920 годы. - Шупашкар, Чӑваш патшалӑх университечӗн издательстви, 1992. 24-25 стр.).

Иван Яковлевич Яковлева 1918 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Хусанта пулса иртнӗ чӑваш учителӗсен съездне, ҫав ҫулхинех облаҫри советсен съездне пухӑннисем хӗрӳллӗн саламлаҫҫӗ. Вӑл Мускавра пурӑннӑ чухне ун патне чӑвашсем кайсах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш ҫыннисем, пӗтӗм халӑх ӑна манманнине тата юратнине нумай кӗнекере, аса илӳре ҫырнӑ, вӗсене вулама кӑна ан ӳркен.

Г.А. Уткин статьяра Иван Яковлевичӑн харпӑр пурнӑҫӗ пирки те чылай ҫӗрте чарӑнса тӑрать, вырӑнлӑ е вырӑнлӑ маррине уямасӑрах хӑйӗн шухӑшӗсене калать. Ҫыннӑн е унӑн кил-йышӗнчи вӑрттӑнлӑха мӗншӗн тӗкӗнмелле? Унӑн чысӗпе тивӗҫлӗхне шута хумалла. Хисеплемелле! Ку - культура, этика саккунӗ. Вӑл-ку ҫинчен ҫын хӑй пурӑннӑ чух мӗн ҫырса хӑварнипех ҫырлахмалла. Ҫавӑнпа Геннадий Алексеевич ку тӗлӗшпе Яковлевӑн уйрӑм пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн ҫырнисене тишкерме пӗртте кӑмӑлӑм ҫук, ҫапах та авторӑн пӗр туртӑмне асӑрхаса хӑварасшӑн. Ӑна Яковлев мӗн ачаран вырӑссемпе ҫывӑх ӳсни, ӗҫлени килӗшмест-мӗн. Кӗнекине кӗртнӗ тепӗр статйинче те ҫакӑ уҫҫӑн палӑрать: вӑл Яковлева чӑвашсене вырӑслатма тӑрӑшнӑ тесе айӑпласшӑн. «Ильминский халалӗсене тӗпе хурса чӑваша вырӑса кӑларас тӗллевпе сывлӑха, пурнӑҫа хӗрхенмесӗр ӗҫленӗ Иван Яковлев, Алек­сей Рекеев, Данил Филимонов хӑйсен ӗмӗчӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланнишӗн савӑннипе тупӑкра тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртма пултараҫҫӗ», - тет вӑл чӑвашла тухнӑ кӗнекесен шучӗ юлашки вӑхӑтра чакса пыни ҫинчен асӑнса. (29 стр.). «Акӑ мӗнле сӑнлать И.Яковлев чӑвашсене», - тесе ҫырать вӑл тата Яковлевӑн аса илӗвӗсен йӗркисене илсе кӑтартса (вӗсене чӑвашла хӑй куҫарнӑ - Г.П.): «Ӑш-чикӗпе вӗсем хӑвӑрт хыпса илеҫҫӗ, вак-тӗвеклӗ, хӑйсен юратаслӑхне пырса перӗнес пулсан панкав ӗҫ туса хума пултараҫҫӗ (чӑвашла хӑвӑрт хыпса илесси манӑн йӑла-йӗркере те пур)» (7 стр.). Анчах ҫак тӗлтех аса илӗвӗсенче Яковлев чӑвашсене мухтакан йӗркесене автор каллех пач асӑрхамасть. Пӗр сыпӑка илер-ха: «Анчах чӑвашсен аван енӗсем нумай, вӗсенчен вырӑссем те вӗренме пултармалла. Тӗслӗхрен, вӗсен уйрӑмах ку таранччен сыхланса юлнӑ (...) сӑпайлӑх палӑрать пӗр-пӗрин хутшӑнӑвӗсенче. Чӑвашсем кама та пулин сивӗ сӑмах, куренмелле, хур кӑтартакан, хӑртса каласран сыхланаҫҫӗ (...) Вӑл вӑхӑтра чӑваш хресченӗсем хушшинче тӗлӗнмелле тÿрӗлӗх пулнӑ. Пурте уҫӑ выртнӑ тата питӗрмесӗр пурӑннӑ. Апла пулин те вӑрласси пулманпа пӗрех» (Яковлев И.Я. Моя жизнь. Воспоминания. 65 стр.). Иван Яковлевич чӑвашсене хурласа сӑнлать теме ҫук, юратнӑ тӑван чӑваш халӑхӗ ҫинчен мухтаса та, унӑн (вӑл шутрах хӑйӗн те) хӑш - пӗр кӑлтӑкӗсене асӑнса та калама пултарнӑ, уншӑн ӑна айӑплама пачах кирлӗ мар.

Г.А. Уткин шухӑшӗпе - «Яковлева виҫесӗр мухтасси хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлать. Ҫакна ӑсчахсем, наука ҫыннисем, чиновниксем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем, ытти ӑпӑр-тапӑр апла маррине пӗлсех ҫапла тесе туса пырать. Андерсен писателӗн «Ҫарамас король» ятлӑ юмах пур. Унӑн сюжетне пурте пӗлеҫҫӗ. Ҫак шурӑм-пурӑм ҫынсен пулкки Яковлева та «ҫарамас короле» кӑларчӗ». (17 стр.).

«Камсем-ха вӗсем? Мӗнле усӑ кураҫҫӗ вӗсем Яковлева виҫесӗр мухтаса?» - ыйтать Г.А. Уткин. (Ҫавӑнтах). Хӑех «яковлеведсенчен хӑшӗ-пӗринпе» паллаштарать.

Вӗсен шутне хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти аслӑ тата ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗсене ертсе пынӑ тӑватӑ ҫынна кӗртет. Вӗсен хушамачӗсемпе ячӗсене палӑртмасть, анчах чухласа илме ҫӑмӑл. Вӗсенчен иккӗшӗ И.Я. Яковлев патне пӗр енчен те пымаҫҫӗ (Патриархӑн тата унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен нимӗн те ҫырман, унӑн ячӗпе пӗр ӗҫ те пуҫарман). Тепӗр иккӗшӗ Иван Яковлевич пурнӑҫӗпе пултарулӑхне нумай тӗпченӗ, унӑн ӗҫӗсене тата ун ҫинчен ҫырнисене халӑхра анлӑн сарнӑ, наука конференцийӗсем ирттернӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музей комплексне пулӑшнӑ тата ытти те. Анчах Г.А. Уткин ҫакӑн ҫинчен мар, асӑннӑ ҫынсен Яковлевпа пачах ҫыхӑнман пурнӑҫ енӗсем ҫинчен ҫырать. Мӗнех калӑн - тӗлӗнмелли кӑна юлать.

Тата автор пӗр ҫыравҫа Яковлев ҫинчен маларах ҫырса пичетленнӗ романӗсенчен ҫӗнӗ роман тунине компилятивлӑ ӗҫ тесе хакласшӑн. Анчах компиляци тесе ыттисен ӗҫӗсемпе авторӗсене кӑтартмасӑр тӳрех усӑ курнине калаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавне кирек мӗнле ҫӗнетме, улӑштарма, урӑхлатма пултарнине Г.А. Уткин ӑнланмасть те-ши вара?

Г.А. Уткинӑн ку кӗнекине И.Я. Яковлева хирӗҫле, документсене тӗпе хурса ӗнентермесӗр, чылай енчен чуххӑмӑн ҫырнӑ ӗҫ тесе кӑна хаклама тивет. Ваттисем: «Курайманлӑх куҫсӑр тӑвать», - тенӗ. Шел пулин те, Г.А. Уткин Иван Яковлевичӑн чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ пархатарлӑ, ырӑ ӗҫӗсене, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗн шухӑш- тӗллевне нумай енчен ӑнланса илеймен, хӑйӗн маларах палӑртнӑ курайманлӑх тыткӑнӗнчен хӑтӑлайман пулас.

«Тӑван Атӑл», 2014 ç., 4 №

Иван Юркин