- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Ҫырусенчи чӑнлӑх
Совет вӑхӑтӗнче Иван Яковлевичӑн ҫырӑвӗсене суйласа, тишкерсе, кӑмӑла каяканнисене ырласа, кӑмӑла кайманнисене пӑрса хӑварса кӗнекеленӗ. 1998 ҫулта Шупашкарта ҫырусен иккӗмӗш кӗнеки пичетленнӗ. Унта пурӗ 245 ҫыру. Пӗрремӗш томра та Яковлев Ленин, Рекеев, Ильминский, ывӑлӗ Алексей патне янӑ ҫырусем ҫӗр аллӑран та иртеҫҫӗ. Ку кӗнеке сакӑр вуннӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче тухнӑ. Иккӗмӗш кӗнекери ҫырусенчен ҫӗннине нумай пӗлме пулать. «С думой о народном просвещении» тесе ят панӑ ӑна. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Мускавра Жиркевича каласа ҫыртарнӑ Яковлевӑн аса илӗвӗсен виҫҫӗмӗш изданийӗ тухрӗ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш изданисенче кӗнекесен калӑпӑшӗ 300 страницӑна та ҫитеймен. Виҫҫӗмӗш изданире аса илӳсене пӗр кӗскетмесӗр, лайӑх йӗркелесе, пайсем ҫине уйӑрса, ӳкерчӗксемпе илемлетсе кӑларнӑ. Калӑпӑшӗ те малтанхи изданисемпе танлаштарсан виҫӗ хута яхӑн пысӑкрах, 695 страница. Малтанхи кӑларӑмсен те, юлашкин те составителӗсем Н.Краеновпа Г.Плечов. Тӳрех курӑнать: малтанхи изданисене кӑларнӑ чухне асӑннӑ ӑсчахсем парти обкомӗнчен: «Мӗн хушатӑр? Чего изволите?» - тесе ыйтса ӗҫленӗ. Виҫҫӗмӗш кӑларӑма таса кӑмӑлпа пичетлеттерсе вӗсем малтанхи ҫылӑхӗсене каҫарттарчӗҫ. Ҫакӑ Иван Яковлев пичӗ ҫинчи мӗн пур маскӑна хывса ывӑтма май парать. Ҫырусемпе аса илӳсем Иван Яковлевӑн пӗтӗм пурнӑҫне уҫса кӑтартаҫҫӗ.
Укҫа чул айӗнче те укҫа
Тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫыруран ҫурринче Яковлев укҫа ыйтӑвӗсене хускатать. Укҫа ыйтӑвӗ яланах чи кӑткӑс ыйтусенчен пӗри пулнӑ. Ҫав ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса пани ӗҫе лайӑх туса пыма ҫул уҫнӑ.
Ӑсчахсем Иван Яковлевича аслӑ ҫутӑлӑхҫӑ теҫҫӗ. Эпӗ ӑна аслӑ ҫутӑлӑхҫӑ мар, аслӑ строитель (великий строитель) тенӗ пулӑттӑм. Аслӑ ҫутӑлӑхҫӑ пулса вӑл наука ӗҫӗсем ҫырман, тӗлӗнсе каймалли лекцисем те вуламан. Аса илӗвӗсенче вӑл хӑй ҫинчен темиҫе хут та: «Эпӗ оратор пулман, ҫынсен умӗнче такӑнмасӑр сӑмах калама пӗлмен», - тесе ҫирӗплетет.
Ун вырӑнне вӑл калама ҫук талантлӑ строитель пулнӑ. Вӑл купалаттарнӑ ҫуртсем, шалти чиркӳ паян та, лартнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫурӑ иртнӗ пулсан та, пурӑнаҫҫӗ. Шалти чиркӳри вӑл тутарнӑ иконостас та тӗсне ҫухатман. Сыхланса юлнӑ ытти япаласене паянхи кун та тупса ҫитереймен-ха. Ҫакна тума укҫа кирлӗ пулнӑ. «Укҫа парӑр!» - тесе Иван Яковлев Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствинчен тилмӗрсе ыйтнӑ. Кӗмӗле вӑхӑтра парайман чухне хӑйӗн укҫипе усӑ курнӑ, министерство кайран ҫав укҫана ӑна тавӑрса панӑ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, И.Я. Яковлев хӑй пуҫарӑвӗпе чӑваш ялӗсенче хӗрӗх ытла шкул уҫнӑ. Эпӗ ҫуралнӑ Тукай ялӗнче те шкула вун тӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче унӑн пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Малтан вӑл хресчен ҫуртне хваттере кӗрсе ӗҫленӗ. Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш вунӑ ҫуллӑхӗнче шкул валли Тукайра типовой проектпа ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ. Сарлакӑшӗ вун икӗ, тӑршшӗ вун икӗ метрлӑскер, сухӑр юхтарман хыр пӗренисенчен пураланӑскер, тӑррине тимӗрпе витсе хӗрлӗ сӑрӑпа сӑрланӑскер, кӗтессенче шыв ҫӳреме тимӗр трубасемпе «капӑрлатнӑскер», тӑватӑ класс вырнаҫмалӑх пӗрене стенасемпе уйӑрнӑскер, вӑл ялти чи чаплӑ пӳртчӗ.
Вун тӑваттӑмӗш ҫулта пуҫланнӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вырӑс ҫарӗсем Австри салтакӗсене пинӗ-пинӗпе тыткӑна илнӗ. Австриецсене Тукая та хӑваласа килнӗ, ахаль лартман, ӗҫлеттернӗ. Австриецсем вун иккӗпе вун иккӗллӗ, нимӗҫле кӗтеслӗ (немецкий строй) тата тепӗр ҫурт лартаҫҫӗ, чӳречисен ҫӳллӗшне икӗ метра ҫитереҫҫӗ. Ҫав ҫурт малтанхинчен те ӗлккенрехчӗ, ҫап- ҫутӑ ҫуталса ларатчӗ. Шкул ҫурчӗсем пӗр-пӗринчен вӑтӑр метртаччӗ, элле ҫакна пушар пуласран сыхланса тунӑ пулмалла. Ҫирӗммӗш ҫулсенче, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, класс пӳлӗмӗсем ҫителӗклине кура, икӗ класлӑ шкул уҫаҫҫӗ. Вӑл вулӑсри (Ҫӗнӗ Мӑрат) чи пысӑк шкул шутланнӑ. Унта 214 ача вӗреннӗ. Икӗ класлӑ шкул нумай ӗҫлеймен. Вӑл хупӑнсан каллех пуҫламӑш шкул юлать. 1952-1956 ҫулсенче эпӗ унта вӗрентӗм. Пире Ленин орденӗн кавалерӗ (ун пеккисем районӗпе те икӗ учитель ҫеҫ пулнӑ) Георгий Тарасович Печников вӗрентетчӗ. Вӑл 1897 ҫулта ҫуралнӑскерччӗ, Тукай ҫынниччӗ, ялти шкул заведующийӗ пулса 25 ҫул ӗҫленӗ, сыпма юратнине пула 1956 ҫулхи хӗл варринче ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Пире тӑваттӑмӗш класран кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑм-учитель вӗрентсе кӑларчӗ.
Пире вӗрентнӗ вӑхӑтра Георгий Тарасович (Тарас Якурӗ) хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки сахал мар каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӑй те Тукайри пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Хурӑнварти (Ҫӗпрел районӗ, Тутар Республики) икӗ класлӑ шкула кайса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн Теччӗри педтехникумра виҫӗ ҫул вӗреннӗ. «1907 ҫулта, Тукайри шкулӑн малтанхи ҫуртне туса пӗтернӗ тӗлелле, Питрав умӗн, яла Иван Яковлевич Яковлев килсе кайрӗ. Эпӗ ӑна сӑнран кураймарӑм. Вӑл ял ҫыннисемпе ачасене пуҫтарса калаҫнӑ-мӗн. Ун чухне каникул кунӗсемччӗ. Мана, иккӗмӗшӗнчен виҫҫӗмӗш класа куҫнӑскере, анне улма ҫумламалла тесе халӑх Иван Яковлевичпа тӗл пулнӑ ҫӗре ямарӗ. Эпӗ ҫавӑншӑн халӗ те вилнӗ аннене ӳпкелетӗп», - тесе каласа паратчӗ пире Георгий Тарасович.
Чӑваш шкулӗнче тумалли капашсах пынӑ. 1885 ҫулта Иван Яковлев хӑйӗн укҫи-тенкипе хӑйӗн валли тесе виҫӗ хутлӑ капмар ҫурт ларттарать: пӗрремӗшпе иккӗмӗш хучӗсем - кирпӗчрен, виҫҫӗмӗш хучӗ - йывӑҫран. Мӗн тума кирлӗ пӗчӗк ҫемьеллӗ Яковлева виҫӗ хутлӑ ҫурт? Ҫурт шкула валли кирлӗ. Ҫемье йывӑҫран тунинче пурӑнма пуҫлать. Ҫав хутрах хӗр ачасен училищи вырнаҫнӑ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсенче классем, кухньӑпа столовӑй, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулнӑ. Хӑйӗн ҫурчӗпе усӑ курнӑшӑн Иван Яковлевич чӑваш шкулӗнчен темиҫе ҫул хушши аренда укҫи илсе тӑрать, виҫӗ пин те пилӗк ҫӗр тенкӗ ҫумне тата та тупӑш хушӑнать. Тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулсен вӗҫӗнче ҫуртне ҫирӗм ҫичӗ пин тенкӗлле миссионерсен обществине сутса ярать, хӑй хысна хваттерӗнче пек тӑрса юлать. Ҫирӗммӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫак хысна хваттерӗ Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнӑн ӗнсине те. хыҫтарать, ӑшне те ҫунтарать. Ҫӗнӗ влаҫ (большевиксем) Яковлевсене хваттертен кӑларса ывӑтма хӑтланаҫҫӗ.
Таҫта малалла сиксе каяр мар-ха. Ҫуртне сутса алла илнӗ 27 пин тенке те Яковлев ахаль вырттармасть. Ӑна вӑл 1911-1912 ҫулсенче ял хуҫалӑх ферми тӑвас ӗҫ ҫине ярать. Материал туяннӑ, ӗҫ ӗҫлеттернӗ документсене пухса пырать. 1916 ҫулта маларах ферма ҫине расхутланӑ укҫана Яковлева ҫут ӗҫ министерстви тавӑрса парать. Революци хыҫҫӑн ҫак укҫа (керенка тата совет мӗльюнӗсем) йыт ҫӳппи вырӑнӗнче тӑрса юлать.
«Про меня постоянно распускалась клевета в том смысле, что я нажил себе незаконными путями состояние, нагрев, так сказать, руки около Чувашской школы. А между тем, я пришел к могиле без всякого состояния, если не считать хранившиеся в Симбирском отделении Государственного банка 8500 рублей билетами займа свободы и 600 рублей - билетами военного займа. Все это, однако, аннулировано Советской властью». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, стр. 544.)
Документсемпе тӗплӗн паллашни ҫакна кӑтартса парать. Яковлев хӑйне тивӗҫлӗ мар укҫана нихӑҫан та хапсӑнман. Хӑйне тивӗҫлине пус таранчченех, проценчӗ-мӗнӗпех шыраса илнӗ. Сӗтев-взяткӑна нихӑҫан та ӑмсанман, ҫакӑнтан вӑл муртан хӑранӑ пек хӑранӑ. Яковлев мӑн кӑмӑллӑ, хӑйне вилсе каясла юратакан ҫын пулнӑ, чунне, юнне, тӗне ӗненнине варалакан ӗҫ-пуҫпа нихӑҫан та ҫыхланман. Яковлев дворянин чысне вараласшӑн пулман, вӑл 1913 ҫулхи ҫӑвӑн 30-шӗнчен пуҫласа дворянин шутланнӑ, указа Сенат ҫав ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Литературӑра патша правительстви Яковлева хӗсӗрленӗ, сарӑлса ӗҫлеме май паман, ӑна сепаратист вырӑнне хунӑ тесе ҫырни питӗ нумай. Ку пачах та тӗрӗслӗхпе ҫыхӑнса тӑмасть. Патша правительстви Яковлева нихӑҫан та хӗсӗрлемен. Унӑн майӗпе кӑкӑрӗ ҫине пилӗк орден ҫакнӑ, ӑна статски советник (генерал) чинне панӑ, дворянин туса хунӑ. Ҫакӑнтан пысӑкрах чыс ӑҫта тупма пулать?
Яковлевӑн ранжир текен ӑнлав пулман. Вӑл попечительсене пӑхӑнмасӑр тӳрех министрсемпе ҫыхӑнма, архиепископсемпе архимандритсене шута хумасӑр еинодӑн прокурорӗсемпе вӑртахланма юратнӑ. Ҫавӑнпа ӑна Хусан вӗренӳ округӗн попечителӗсем Кульчицкийпе Деревицкий чӑтма пултарайман, Гермогенпа Никодим архиепископсем унпа тӗл пулма хӑранӑ. Архиепископсем хушшинче ӑна ӑнланакансем те пулнӑ. Акӑ мӗнле аса илет вӗсенчен пӗрне Яковлев.
«Лично ко мне высокопреосвященный Гурий относился настолько милостиво и доверчиво, что уважал все мои представления по назначению чувашских священников, причем мы с ним иногда вместе падали в невольные ошибки относительно некоторых личностей». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, г., стр. 232.)
Министрсемпе попечительсене еплерех аса илет-ха вӑл?
«В присутствии попечителя Казанского учебного округа Кульчицкого и губернатора Ключарева он (министр Кассо) дважды благодарил меня за школу и прося до конца моей жизни продолжать работу по школе. Но, к слову сказать, через месяц приехал в Симбирск попечитель Кульчицкий и после объяснений со мной сказал мне: «Вас в две недели следовало бы выгнать со службы». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, стр. 242.)
Суд ӗҫӗ - такана ҫинчи шыв
Яковлев пурнӑҫӗ пӗр тикӗс пынӑ тесе калама май ҫук. Ӑна юратман, курайман ҫынсен йышӗ пысӑкланнӑ. Чӗмпӗрти тата Хусанти хаҫатсенче чӑваш шкулне, унӑн пуҫлӑхне питлесе статьясем, фельетонсем пичетлеме пуҫлаҫҫӗ.
«Человек пять из этих чуваш стали печатать против меня клеветнические статьи в Симбирских и Казанских газетах». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, стр. 305.)
Ҫакна вӑл тата та конкретлӑрах сӑлтавлать.
«В жизни моей я вообще не умел угождать, приспосабливаться, почему выбрасывал беспощадно из школы негодные, вредные элементы, что, конечно, против меня озлобляло. За это мне мстили». (Там же, стр. 327.)
Тавӑраканнисем те Яковлевран аякра тӑракан ҫынсем пулман, вӗсем хӑй вӗрентсе кӑларнӑ этемсемех пулнӑ. Чи малтан унӑн чи лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ ҫынни Гаврил Федоров (Алюнов) шкул пуҫлӑхӗ пирки фельетонсем ҫырма пуҫлать. Ун хыҫҫӑн ҫак ӗҫех кайран чӑваш писателӗ пулса тӑнӑ Дмитрий Петров (Юман) пуҫӑнать. Яковлев авторсене тата редакторсене суда парать. 1907 ҫулта пилӗк хутчен суд ларӑвӗсем иртнӗ.
Суд айӑплисене тӗрмене лартма та, штраф тӳлеттерме те йышӑнма пултарнӑ. Анчах никама та тӗрмене лартман, никама та штраф тӳлеттермен. Суд ӗҫӗ - такана ҫинчи шыв тесе ахаль каламаҫҫӗ пулӗ ҫав.
Алюновпа Петров темиҫе ҫул иртнӗ хыҫҫӑн Яковлева сӑлтавсӑр кӳрентернине йышӑннӑ, унран каҫару ыйтнӑ. Каҫарнӑ-ши Яковлев вӗсене, ку паллӑ мар. Унӑн халал хутӗнчи кӗвве шута илес пулсан каҫарнӑ теме те юрать. Суд ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑ, 1912 ҫулчченех пынӑ. Петров-Юмана Яковлева хирӗҫ тӑрса фельетонсем ҫырнӑшӑн мухтама ҫук. Анчах та хӑйӗн чӑвашла ҫырнӑ ӗҫӗсенче тӗрӗс шухӑш сахал мар.
«Эпӗ вӗреннӗ чӑвашсем хушшинче сыпӑкӗ-сыпӑкӗпе тӑтӑш чӑвашсем хушшинче ӗҫлекен ҫынсене пӗлместӗп. Пирӗн хушӑмӑрта ашшӗ-амӑшӗ чӑваш ӗҫӗпе кӗрмешсе ирттермест пулсан - вӗсен ҫитӗнекен ачи-пӑчи чӑвашла калаҫма та пӗлмест. Ҫавӑнпа пирӗн интеллигенци тымарсӑр ӳсен-тӑран пек: унӑн тӗрекӗ, вӑй-халӗ нимӗне те тӑмасть. Ҫавӑнпа та пирӗн культура ӗҫӗ те пӗтӗмпех пӑнтӑхса тӑрать». (Мӗтри Юман. «Суйласа илнисем», Шупашкар, 1997 ҫ. 434 стр.)
Питӗ тӗрӗс! Яковлевӑн та, Рекеевӑн та, Филимоновӑн та, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшнӑ тата ытти вун-вун ҫыннӑн ачи-пӑчи те чӑвашла калаҫмасӑр, чӑвашла пӗлмесӗр ӳснӗ. Ҫав ачасен ачисем вара хӑйсен несӗлӗсем чӑвашсем пулнине те пӗлмен.
Паянхи кун тата та хӑрушӑрах. Пӗр факта кӑна илсе кӑтартатӑп. Пирӗн республикӑра ҫирӗм пилӗк ҫын (вилнисем тата чӗррисем) Чӑваш халӑх сӑвӑҫисемпе писателӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсенчен улттӑшӗн анчах ачисем тата мӑнукӗсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ. Вун ултӑ Чӑваш халӑх поэчӗпе писателӗн ачисем вырӑсланнӑ. Чӑвашла вӗсем калаҫмаҫҫӗ те, вуламаҫҫӗ те, итлемеҫҫӗ те. Вӗсен ашшӗсем (Чӑваш халӑх писателӗсемпе поэчӗсен хушшинче хӗрарӑмсем ҫук) чӑваш ҫыннисем валли сӑвӑсем, калавсем, повеҫсем, романсем ҫыраҫҫӗ. Хуласемпе райцентрсенчи чӑвашсем вырӑсланчӗҫ. Ялта хальлӗхе чӑвашла калаҫакан пур-ха. Анчах вӗсен йышӗ те сахалланса пырать. ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтсе пыракан чӗлхесен шутне кӗртрӗ. Кун пек ӗҫсене ЮНЕСКО тӗпчемесӗр тумасть. Тепӗр 50 ҫултан чӑвашла калаҫакан, вулакан, итлекен пулмӗ те-ши вара? Пулмасса та пултарать. Никӗсне Ильминский, Яковлев, Рекеев, Филимонов пек ҫынсем хывнӑ. Кульчицкийпе Деревицкийсем, Германсемпе Никодимсем, Баратынскийсем чӑвашран туххӑмрах вырӑс туса хума хӑтланнӑ. Вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫма пултарайман. Яковлевсемпе Филимоновсем ҫакна валли 150-200 ҫул кирлӗ тесе вӗрентнӗ. Чӑвашран чӑваш чӗлхипе культури урлӑ вырӑс тума тӗрӗс ҫул суйласа илнӗ Яковлев вара хӑйне яланах вырӑс тесе сас панӑ.
«Я происхожу из уездных крестьян Симбирской губернии, чувашенин по рождению, но воспитан в русской семье, прошел русскую школу...
Связанный своим рождением с беднейшей и наиболее невежественной частью инородческого населения Казанского края, продолжая числится крестьянином Буинского уезда до сей поры, я не только все элементы своего духовного развития почеркнул из русского источника, но более того, всем обязан в своем обучении русской школе. Поэтому на вопрос о моей национальности мне не совсем легко ответить. По крови, по привязанности к моим бедным и беспомощным сородичам я принадлежу к чувашскому племени, по духу, по воспитанию, по любви к моему великому отечеству, по всем моим духовным и житейским связям и по моей службе трем государям я чувствую себя членом великой русской семьи...». (Там же, стр. 240.)
Хӑй ҫурма чӑваш, ҫурма вырӑс пулнине Яковлев нихӑҫан та пытарман. Ҫавӑн пек лару-тӑрури чӑвашсем ун чухне сахалӑн пулнӑ. Яковлев, унӑн ҫывӑх юлташӗсем, ик ҫӗр, виҫ ҫӗр ҫын... Халӗ нумайӑн. Халӗ пинӗ-пинӗпе. Вунӑ ҫул хушшинче (2000-2010 ҫулсем) 200 пин чӑваш хӑй чӑваш пулнине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакӑн пек вӑл хальхи самана! Иртмест тата 50-70 ҫул. Чӑваш ҫӗр ҫинчен ҫухалать. «Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет», - кӑшкӑрать каппайчӑк чӑваш. Тӗнче, ҫӗр ҫинче ҫичӗ мӗллярд ҫын пурӑннӑ чухне пӗтмест. Чӑваш кӑна пулмасть, унӑн культури, чӗлхи, литератури йӑшать, пӑчланать.
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн преподавателӗсен хушшинче аслӑ пӗлӳллӗ ҫынсем сахал пулнӑ. Пулсан та... виҫӗ-тӑватӑ ҫын. Кӗнчелерте икӗ ҫыруҫӑ ӗҫленӗ (письмоводительсем. - Г.У.), иккӗшӗ те аслӑ шкул пӗтернӗскерсем пулнӑ. Преподавательсене тӳлемелли укҫана Яковлев хӗссе-пӗссе расхутланӑ. ЧЧШӑн учителӗн ҫулталӑкри шалӑвӗ 600 тенкӗрен те ытла пулман. Хӑйӗн мӑшӑрне, Екатерина Алексеевнӑна, вырӑс чӗлхи, историпе географи вӗрентекенне, Яковлев ҫулталӑкра пурӗ те 400 тенкӗ анчах тӳленӗ. Письмоводительсен шалӑвӗ 800 тенке яхӑн пулнӑ. Шкулсене Хусанти вӗрентӳ округӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫыруҫӑсен шалӑвне ҫак виҫене ҫитерме епле ӑс ҫитернӗ Яковлев, ҫакна никам та уҫса парас ҫук. Яковлев «тӳсе» паракан калаҫуран письмоводительсем чӗлхе тата граматика тӗлӗшӗнчен те, шухӑш енӗпе те пырса перӗнме май ҫук тӗрӗс ҫырусем йӗркеленӗ.
1903 ҫулхи ҫуллахи кунсенче Яковлева округри чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен кӑларни ҫинчен хут килет. Ҫав ҫулхи ҫурла (август) уйӑхӗнче унӑн пенсие кайма вӑхӑт ҫитнӗ (55 ҫулта). Инспектортан Яковлева анчах кӑларман. Раҫҫейре урӑх халӑхсен инспекторӗсем тӗрлӗрен вӗренӳ округӗсенче ултӑ ҫын пулнӑ, вӗсене улттӑшне те вак халӑхсен шкулӗсен инспекторӗнчен катертнӗ. Пирӗн Яковлев ячӗпе Сармантей юррине юрлакан ӑсчахсем «патриарха» анчах ӗҫрен хӑтарнӑ теме юратаҫҫӗ, ыттисем пирки калама манаҫҫӗ. Икӗ инспектор ӗҫӗшӗн Яковлев (Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ тата округри чӑваш шкулӗсем) ҫулталӑкра 3 пин те 200 тенкӗ шалу илнӗ. Ку укҫапа 1903 ҫулта 100 утран тӑракан лаша кӗтӗвӗ (табун) туянма май пулнӑ (хальхи укҫапа шутласан 15 мӗльюн тенкӗ).
Ҫав ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Яковлев Хусанти вӗренӳ округӗн попечителӗ патне ҫыру ярать. Попечителе вӑл округри чӑваш шкулӗсен инспекторӗнчен кӑларнӑшӑн ӳпкелемест, хӑйне ҫулталӑкра илекен шалу чухлӗ пулӑшу укҫи (2000 тенкӗ) тӳлеме ыйтать. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне унӑн пенси илме тытӑнмалла-мӗн. «Пенсие ҫулталӑк вӗҫлениччен илме тытӑнас шанчӑкӑм ҫук», - тесе ҫырать вӑл. Пулӑшу укҫи пама тытӑнни пирки эпир нимӗнле документ та тупаймарӑмӑр, анчах Яковлева авӑнӑн (сентябрӗн) 18-мӗшӗнче ҫулталӑкне 1200 тенкӗ пенси тӳлеме пикеннӗ. Унӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи шалӑвӗ (2000 тенкӗ) сыхланса юлнӑ. Ҫапла вара Яковлев пурнӑҫӗнче укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен нимӗнле улшӑну та пулса иртмен.
Хисеп тата чыс тӗлӗшӗнчен тулса ҫитменни чылай пулнӑ-ха. 1903 ҫулта Яковлевӑн отставкӑна каймалли ҫулӗ ҫитнӗ. Отставкӑна каяс шухӑш унӑн пуҫӗнче нихӑҫан та пулман. 1903 ҫултан пуҫласа та 17 хӗлпе кӗр, ҫупа ҫуркунне, 1920 ҫулччен Яковлев, чир-чӗрпе тата ӑс-тӑн чакнипе хирӗнсе ҫитнӗскер, чӗтрекен аллипе должноҫ авринчен тытса, ниҫта кайса кӗрейми вӗселеннӗ. Хӑйӗн кайри ӑсӗпе: «Мана Кассо министр виличченех инспекторта ӗҫлеме пиллерӗ», - тесе кӑшкӑрнӑ. (И.Я. Яковлев. С думой о народном просвещении, Чебоксары, 1998 г., стр. 235-36.)
Яковлев хӑй миссионер пулнине, православи тӗнӗн тӗрекӗ вырӑнӗнче тӑнине, монархие хӳтӗленине нихӑҫан та тунман.
«Эпӗ чиркӳсем тутартӑм, хам монархист пулнине нихӑҫан та пытарса тӑман». (И.Я. Яковлев. Манӑн пурнӑҫ, Мускав, 1997 ҫул, 327 стр.)
«Эсир манӑн пурнӑҫри чи телейлӗ тата чи телейсӗр кунсем мӗнлисем пулнӑ тесе ыйтатӑр. Телейлисем ҫаксем: 1) эпӗ Чӗмпӗр гимназийӗнче вӗренни; 2) Н.И. Ильминскипе паллашни; 3) Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫас енӗпе ӗҫлеме пуҫлани, ҫак ӗҫре эпӗ хамӑн пурнӑҫӑн чи лайӑх вӑхӑтне ирттертӗм.
Начарри - революци хыҫҫӑн шкул пурнӑҫӗнче пӑтӑрмахсем пуҫланни, патша влаҫне сирпӗтсе антарни. (Ҫавӑнтах, 559 стр.)
Ҫакна Яковлев Ленин патне ҫырусем янӑ хыҫҫӑн 1918 ҫулта Жиркевича каласа ҫыртарнӑ.
«Мана сиен тӑвас тесе чӑваш шкулӗнчи учитель-воспитательсем, пачӑшкӑсем Иван Дормидонтовпа Василий Никифоров, Захаров учитель ӗҫлерӗҫ. Вӗсен ҫумӗнче шкулӑн унчченхи воспитанникӗ Афанасьев пулчӗ... Манӑн тӑшмансем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш ыйтӑвӗсемпе ирттернӗ съездсемпе усӑ курчӗҫ». (Çавăнтах. 569 стр.)
Афанасьев пирки Яковлев каланине вырӑслах илсе кӑтартар-ха.
«Афанасьев приехал в Симбирск по телеграмме перед Пасхой. А ранее его запрашивали отсюда - насчет согласия его баллотироваться, причем он изьявил сие согласие. По приезде в Симбирском поселился в Чувашской школе, у Захарова; прожил у него несколько дней, ко мне не показывался. Накануне заходит ко мне. Я ему и говорю, что видеть его не желаю, так как он живет в школе несколько дней, а ко мне не счел нужным показаться. «Ты пришел меня изгонять? - говорю я ему. - Так что же с тобой говорить? Как тебе не стыдно? Ты говорил русского происхождения, а лезешь к чувашам! Какое у тебя может быть к ним чувство? Ты и братья твои получили, слава Богу, все от Чувашской школы, что вам полагалось». Все же он уселся и втянул меня в беседу. В конце концов Афанасьеву было неловко вступать при мне председателем педагогического совета Симбирской чувашской школы. После моего приема ему стало стыдно. Он и уехал, не вступая в исполнение обязанностей председателя педагогического совета школы. (Там же, стр. 577.)
Хӑйӗн Халалӗнче пурне те каҫарма хистекен Яковлев Дормидонтовпа Никифорова ӗҫрен кӑна мар (шкулти шалти чиркӳ хупӑннӑ) хваттертен те хӳтерсе кӑларнӑ, Захарова ферма пуҫлӑхӗнчен катертнӗ, Степан Максимова хӗстернӗ, Иван Карапулов вӗренекене чӗререн курайман. Тӑшмансем, тӑшмансем... Питех те нумай вӗсем Иван Яковлевӑн. Аса илӳсенче тата ҫырусенче тахҫанах ку тӗнчене пӑрахса хӑварнӑ тата Яковлев тапхӑрӗнче пурӑннӑ 619 ҫынна асӑннӑ. Ҫакӑ Яковлев питӗ нумай ҫынна пӗлнине, вӗсемпе чылайӑшӗнпе ҫыхӑнса ӗҫленине, ҫӗр-ҫӗр ҫынпа туслӑ пулнине, вун-вуннӑшӗпе тӑшманла хирӗҫӳре тӑнине кӑтартса парать. Калама та аван мар та, каласах пулать ӗнтӗ. Хӑйӗн ҫинчен 700 страницӑллӑ кӗнеке, 400 страницӑллӑ дневник ҫырнӑ отставкӑри генералпа Жиркевичпа та урлӑ пулнӑ Яковлев. Кунта кӑсӑк хускалнине эпӗ Жиркевич дневникӗн пӗр фрагментне илсе парасшӑн.
(А.В. Жиркевич дневникӗ тӑрӑх)
Александр Владимирович Жиркевич (1857-1927) - генерал-майор, ҫыравҫӑ, Л.Н. Толстойпа, И.Е. Репинпа, И.Я. Яковлевпа ҫыхӑну тытнӑ тӗпчевҫӗ.
А.В. Жиркевич 1915 ҫулта Чӗмпӗре куҫса пынӑ, ӑна унта ҫар лазаречӗсен инспекторне лартнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫавнашкал лазаретсенчен пӗри Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Ҫавна май инспектор-юрист чӑваш шкулӗн пуҫлӑхӗ И.Я. Яковлев патне час-часах пырса ҫӳренӗ. Унпа калаҫмассерен А. Жиркевич хӑй дневникне ҫырса пынӑ. Дневник халӗ Мускаври Л.Н. Толстой музейӗнче упранать. Дневник сыпӑкӗсем чӑваш журналӗсенче пичетленнӗ. Жиркевичпа Яковлев тытакан ҫыхӑну часах татӑлнӑ. Яковлева пула вӗсем часах хирӗҫсе кайнӑ.
ҫул. Августӑн 26-мӗшӗ. Эпӗ ыйтнине пурнӑҫласа И.Я. Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн кун- ҫулӗпе паллаштаракан брошюрӑсем ярса пачӗ. Чуна хумхантараканни, интересли пайтах кунта. Яковлева ҫакнашкал паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантарнӑ Ильминский профессор пултарулӑхӗпе пуҫласа паллашрӑм темелле.
Августӑн 28-мӗшӗ. Хаклӑ брошюрӑсем ярса панӑшӑн тав тӑвас шутпа И.Я. Яковлев патне кӗтӗм. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки ҫав тери савӑнса, хӑпартланса, хӗрсе кайса калаҫать вӑл.
Ҫут ӗҫ министрӗ патӗнче пулса иртнӗ кулӑшла калаҫӑва аса илчӗ. «Пӗтӗм Чӗмпӗр кӗпӗрнине чӑваш халӑхне парас теместӗр пулӗ те эсир?» - шӳтлесе ыйтнӑ министр. Яковлев ҫухалса кайман, чӑвашсем пурӑнакан уессене чӑнах та туртса илнӗ пулӑттӑм ҫав тесе хуравланӑ.
Ҫитмӗле ҫывхарать пулин те ҫирӗп вӑй-халлӑ, патвар старик вӑл. Хушаматсемпе ятсене, ҫулсемпе цифрӑсене питӗ лайӑх ас тӑвать. Вӑл калаҫнине итлеме питӗ кӑмӑллӑ, чун-чӗрене уҫсах ярать, ҫӗннине те нумай пӗлетӗн.
«Эсӗ ҫырнин-тӑрӑшнин усси пулчӗ, - тет И.Яковлев. - Госпитале малалла юсама тытӑнаҫҫӗ, ҫырма-ҫатра урлă хывнӑ кӗпере те ҫӗнетме шантараҫҫӗ».
Яковлев ҫурчӗ пур килен-каяншӑн та яланах уҫӑ, алӑксене те питӗрмеҫҫӗ, хӑйсем тарават. Эпир ларакан пӳлӗме те акӑ чӑвашсем вӗҫӗмех кӗрсе тухаҫҫӗ. Яковлев вӗсемпе «эсӗ» тесе калаҫать. Тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ ҫын! Картишӗнче - хресчен ураписем, лашасем. Кӗҫех вӗренӳ ҫулӗ пуҫланмалла: шкул ачисем килме пуҫланӑ иккен, унта та кунта вӗсен ӑпӑр-тапӑрӗ йӑваланса выртать. Чӑваш шкулӗ ытти шкулсем пек маррине тӳрех туйса илетӗн. Вӗренекенсен сӑн-сӑпачӗ, тумтирӗ те хӑйне евӗр. Чӑваш ачисене ҫутта кӑларакан действительнӑй статский советникпа, инспекторпа, аслӑ пӗлӳллӗ, ячӗ-чапӗ Чӗмпӗртен те аякка саланнӑ ҫак ҫынпа тата ҫывӑхрах паллашас кӑмӑл ҫуралать вара.
Пирӗн калаҫӑвӑн, сӑмах-юмахӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук тейӗн. Иван Яковлевич, Улӑп евӗр патвар старик, чӑваш халӑхӗшӗн калама ҫук пысӑк ӗҫ туни ҫинчен савӑнса шухӑшлатӑп.
ҫул. Сентябрӗн 20-мӗшӗ. Яковлев патӗнче пултӑм. Кунта шӑпах Кокель художник пиччӗшне тӗл пултӑм. Алексей Афанасьевич Кокель ҫинчен нумай каласа кӑтартрӗ вӑл Иван Яковлевичпа иксӗмӗре. Ҫамрӑк чухне Яковлев шкулӗнче вӗренсе ӑс пухнӑ иккен паллӑ художник, каярах Харьковри художество институчӗн профессорне ҫитнӗ. Каллех хӗпӗртесе шухӑшлатӑп: мӗнешкел пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкӗсене вӗрентсе пурнӑҫӑн аслӑ ҫулне кӑларнӑ Иван Яковлевич!
Октябрӗн 6-мӗшӗ. Иван Яковлевичӑн Мускавра пурӑнакан ывӑлӗ Николай курма таврӑннӑ. Некрасов сӑвви тӑрӑх юрӑ кӗвӗленӗ вӑл, мана юрласа кӑтартрӗ. Аптрамасть пек, аван. Каярах ҫак юрра пӗтӗм шкул юрлама пуҫларӗ.
Октябрӗн 15-мӗшӗ. Паян Иван Яковлевич хӑй ман патӑма пырса ҫаврӑнчӗ. Вӑл та манашкалах Чӗмпӗр представителӗ пулса Учредительнӑй пуху ӗҫне хутшӑнман, хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Афанасьев октябрь пуҫламӑшӗнчех Яковлев патне килне пырса кайнӑ иккен, ҫак пухӑва «Халӑх ирӗклӗхӗ» (кадетсен партийӗн ячӗ) парти енчен хутшӑнма ӳкӗтленӗ. Яковлев килӗшмен. Кӗҫех пуп таврашӗсем те вӗҫтерсе ҫитнӗ, ӳкӗте кӗртесшӗн ҫуннӑ — анчах Яковлев хӑй сӑмахӗ ҫинех тӑнӑ, килӗшмен.
Декабрӗн 14-мӗшӗ. Яковлев патне пынӑ чухне вӑл шӑпах французсен революцийӗ ҫинчен вулатчӗ. Кӑмӑлӗ чаплах мар. Чӑваш шкулӗнчи хӑш-пӗр ҫамрӑксем вӗрентекенне хирӗҫ пӑлханма пуҫланӑ, унӑн вӗрентӗвне хирӗҫлеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри такам хӗтӗртнипе Яковлев вӗрентӗвӗпе килӗшместпӗр тесе Хусана ҫӑхав ҫырса янӑ. Ӗнер Иван Яковлевич хӑйне айӑплакан хӑш- пӗр документсем кӑтартнӑччӗ. Эсерла шухӑш-кӑмӑллӑ ҫамрӑксем мана та тарӑхтарса ячӗҫ, вӗсен элекӗ ӗненмелле мар, ҫав тери ӑссӑрла, вӗчӗхӳллӗ, айван. Самани лӑпкӑ чухне унашкал хутсене тӳрех карҫинккана пӑрахӗччӗҫ те. Халӗ вара ватӑ ҫынна тарӑхтараҫҫӗ, чун- чӗрине амантаҫҫӗ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва ҫемӗҫтересси пирки эпир иксӗмӗр иртнинче те нумай калаҫнӑччӗ. Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тӗлӗшпе чаплӑ ӗҫсем тунине чылайӑшӗ хӑвӑрт манни ҫав тери кӳрентерет ӑна.
1918 ҫул. Мартӑн 18-мӗшӗ. Эпӗ пынӑ чухне Яковлев килте пӗчченехчӗ, арӑмӗ таҫта кайнӑ пулас. Ҫавӑнпах-и, тен, уҫҫӑн, нимӗн пытармасӑр калаҫрӑмӑр. «Мастерскойра тупӑк туса хатӗрлеме хушрӑм. Вилес пулсан маншӑн ытлашши чӑрманмалла ан пултӑр», - тет. Кӑмӑлӗ хӑйӗн ҫав-ҫавах питӗ япӑх. Хӑш-пӗр преподавательсем чӑваш ҫамрӑкӗсене пӑтратни ыраттарать ватӑ учитель чун-чӗрине. Халӗ тата шкулта вӗренӳ комитечӗ йӗркеленӗ те, Яковлева инспектортан кӑларма йышӑннӑ. Шкул ачисем айӑпламасса туйса никама та итлемеҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, хӑйсене йӗркесӗр тытаҫҫӗ.
Ульяновсен кил-йышне, Владимир Ильича, Александра аса илтӗмӗр. Александр Ульянов ӗҫӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр жандармерийӗ те интересленнӗ. И.Я. Яковлева та вӑл Ульяновсене ҫывӑх пӗлсе тӑнӑ тата Александр хутне кӗнине пула шанчӑксӑр ҫын вырӑнне хурса пӗрех май йӗрленӗ. А.И. Ульянова хӳтӗлеме ыйтса Й.Я. Яковлев Хусанта Н.И. Ильминский патӗнче пулнӑ. Ильминский вара ҫут ӗҫ министрӗ И.Д. Делянов патне А.И. Ульянова хӑтарма ыйтса телеграмма янӑ, анчах хуравӗ хирӗҫле килнӗ. Ку ӗҫе никам та хутшӑнма пултараймасть тесе хуравланӑ Делянов.
Апрелӗн 11-мӗшӗ. Иван Яковлевич текех шкулсен инспекторӗ мар ӗнтӗ. Вӑл ӗнер мана В.И. Ленин валли ҫырса хатӗрленӗ икӗ ҫыру вулаттарнӑччӗ. Пӗрремӗшӗ - ҫурма официаллӑ ҫыру. Иккӗмӗшӗ, тӗпрен илсен, шкулти лару-тӑру, вӗренекенсен пӑлхавӗ пирки. Ҫавна май хӑй Владимир Ильича тата унӑн кил-йышне унччен лайӑх пӗлни, туслӑн килӗштерсе пурӑнни ҫинчен ҫырать. Анчах та Николай ывӑлӗ хистенипе старик ҫак документа Ленин патне яман. Хальлӗхе ҫырусене ҫурса пӑрахман-ха вӑл, вӑрттӑн кӑтартрӗ. Иван Яковлевича тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарас, вӑрҫӑра вилнӗ чӑваш салтакӗсен ачисене шкула вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ иккен.
Апрелӗн 26-мӗшӗ. Яковлев паян хӑйне урӑхла, чылай вӑй-халлӑрах туять. Профессор-ывӑлӗ патне янӑ телеграмма пулӑшнӑ пулас. Алексей Иванович Яковлев Ленин патӗнче пулнӑ, Владимир Ильич вара Чӗмпӗр пуҫлӑхӗсем патне Яковлева вӑл чӑваш халӑхӗшӗн мӗнешкел нумай тӑрӑшнине шута илсе шкултах хӑварма хушса телеграмма янӑ. Ывӑлӗнчен те лӑплантаракан хыпар ҫитнӗ. Акӑ мӗншӗн «Капитанская дочка» повеҫе те чун-чӗререн хӑпартланса вулама пултарать вӑл халӗ.
Июлӗн 31-мӗшӗ. Ӗнер Яковлев патӗнче пултӑм. Вӑл каллех шкулта хуҫаланать. Ырханкка лашипе пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет.
Августӑн 10-мӗшӗ. Сӑмахӑмӑр паян Ильминский ҫинчен пычӗ...
Ҫакна палӑртассӑм килет: ҫулне пӑхмасӑрах пурне те питӗ лайӑх ас тӑвать ватӑ учитель. Кӑмӑллӑ ӑна итлеме. Анчах питӗ шел, ун калаҫӑвне никам та ҫырса илмен. Халӗ ватӑ ҫынна каласа пама ҫӑмӑлах та мар. Ӗнер вӑл ывӑлӗсем, уйрӑмах Алексей пирки, хавхаланса пуплерӗ, унӑн ӗҫӗсене кӑтартрӗ. Ачисем маттур та ӑслӑ ҫитӗннӗрен телейлӗ Иван Яковлевич.
Хӑй ют ҫӗр-шывсене кайса ҫӳренине аса илчӗ. Николай ывӑлӗ ертсе ҫӳренӗ-мӗн. Музейсемпе картина галерейисем питех интереслентермен ӑна. Ҫынсем, ҫут ҫанталӑк ытларах хускатнӑ-пӑлхатнӑ чунне.
Сентябрӗн 11-мӗшӗ. Юлашки кунсенче тӑтӑшах Яковлев патӗнче пулатӑп. Вӑл каласа панисене ҫырса пыратӑп, килте йӗркене кӗртетӗп, иккӗленӳллӗ вырӑнсене ыйту лартса паллӑ тӑватӑп. Старик хӑш чухне ӑнланмалла мар калаҫать, илтмест - ҫавна пула ҫырса пыма кансӗр. Уйрӑмах утса ҫӳресе калаҫма юратать. Эпӗ унӑн кил-тӗрӗшӗнчи пурнӑҫӗпе, шухӑш-кӑмӑлӗпе, вӑл тӗн пирки епле шухӑшланипе интересленетӗп, анчах ӑна ҫак ыйту пачах кирлӗ мар пулас. Илтесшӗн те мар. Пӗрмаях шкул ӗҫ-хӗлӗ пирки шухӑшлать, калаҫать, канӑҫсӑрланать. Ҫапах та сӑмах майӗн тенӗ пек асӑрханса ҫеҫ ачалӑхне аса илтертӗм. Яковлев каланӑ тӑрӑх, кун ҫинчен унран никам та нихӑҫан та ыйтса тӗпчемен. Манӑн ал ҫыру вара ӳсет те ӳсет, ҫӗнӗ япаласемпе пуянланать. Чӗре йӑвашланчӗ, вӑй ҫук текелет, инкек килсе ан ҫаптӑр - ҫавӑнпа та питӗ хыпаланса ӗҫлеме тивет. Ун патӗнче ыйтса пӗлсе татӑк-кӗсӗк хут ҫинех ҫырса хуратӑп та килте йӑлтах йӗркене кӗртетӗп, суйласа илсе фактсене пӑсмасӑр майласа ҫыратӑп.
Эпӗ пысӑк хӗрӳлӗхпе ӗҫлени ӑна тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те. Ҫак кунсенче ак тав турӗ. Анчах та эпӗ ҫырса пынин усси пулӗ-ши тесе иккӗленет. Пытармастӑп, ывӑнтӑм ӗнтӗ хам та, анчах ун вырӑнне чун-чӗрере лӑпкӑ, ырӑ ӗҫех тӑватӑп тесе шутлатӑп.
1919 ҫул. Январӗн 26-мӗшӗ. Яковлев Петроградра пурӑнакан Николай ывӑлӗнчен почтӑпа янӑ 1000 тенке илчӗ, 500 тенкине Хусана Ильминский арӑмне ярса пачӗ. Иван Яковлевич каланӑ тӑрӑх, Екатерина Степановна Ильминская пенси илмест, пурӑнма ӑна хальхи вӑхӑтра чылай йывӑр.
Февралӗн 7-мӗшӗ. Паян Яковлевсем патӗнче Кӑнна Кушки ҫыннисене тӗл пултӑм. Мана тата Орлова Иван Яковлевич хӑйӗн кабинетне чӗнсе кӗчӗ те халӗ кӑна кӗпӗрнен ҫут ӗҫ комиссариатӗнче пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта ӑна чӑваш семинаринчен Яковлев пирки сакӑр арҫын ача ҫӑхав ҫырса пани ҫинчен каланӑ. Яковлев: «Сакӑр ача пӗтӗм семинари мар-ха, унта пурӗ 150 ҫын вӗренет», - тенӗ.
Февралӗн 20-мӗшӗ. Иван Яковлевич ҫапла пӗлтерчӗ: ӗнер семинарире аслӑ классенче вӑренекен арҫын ачасем - пурӗ 33 ҫын - пуху ирттернӗ. Вӗсем Яковлева педсовет председателӗнчен кӑларас тенӗ, кун пирки доклад ҫирӗплетнӗ. Паян семинари педсоветӗнче ҫав доклад пирки калаҫнӑ, ӑна кӗпӗрнен ҫут ӗҫ уйрӑмне кайса пама йышӑннӑ.
Мартӑн 2-мӗшӗ. Яковлев патне кайрӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, февралӗн 27-мӗшӗнче семинарире педсовет пухӑвӗ пулса иртнӗ. Унта Яковлева педсовет председательне суйламан. Малашне семинари пуҫӗнче ятарласа суйланӑ коллеги пулать.
Мартӑн 5-мӗшӗ. ...Такам алӑка шакканипе вӑранса кайрӑм. Уҫатӑп алӑка: Екатерина Алексеевна! Вӑл мана: «Мӗн тумалла-ши? Паян кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре пирӗн пата губчекаран комиссар пычӗ, Иван Яковлевича допроса пыма хушрӗ. Иван Яковлевич икӗ таса кӗпе илсе (хупса лартмаҫҫӗ-ши терӗ) ЧКна кайрӗ, эпӗ сирӗнпе калаҫма килтӗм», - терӗ. Куна илтсен ывӑннине пӑхмасӑрах эпӗ Яковлевсем патне кайрӑм, 7 сехете вӗсем патне ҫитрӗм. Иван Яковлевич ЧКран таврӑннӑччӗ. Унта вӑл 4 сехет ирттернӗ. Хуларан ниҫта та тухса каймастӑп тесе подписка панӑ.
Мартӑн 25-мӗшӗ. Паян Яковлев ЧКра допросра пулчӗ. Унта вӑл вӗренекенсем февралӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ доклада вуласа тухнӑ, ӑна копи туса илсе килнӗ. Эпӑ ҫав копие вуларӑм - ухмахла япала вӑл, Яковлева кураймасӑр, ӑна пӗтерес тесе ҫырнӑскер.
Мартӑн 29-мӗшӗ. Яковлев ЧК председателӗ Левин комиссар патне кайрӗ. Левин Яковлевӑн пурнӑҫӗпе интересленнӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫинчен калакан брошюрӑсене вулама кӑмӑл тунӑ. Яковлев ӑна темиҫе кӗнеке кайса пачӗ.
Апрелӗн 21-мӗшӗ. Яковлева каллех губчекана чӗнтерчӗҫ. Унчченхи майлах, каллех паянхи саманана мӗнле ӑнланатӑр тесе ыйтнӑ. Иван Яковлевич ҫапла хуравланӑ: «Мӗн тума кирлӗ сире эпӗ паянхи лару-тӑрӑва мӗнле ӑнланни? Эпӗ ҫӗнӗ, революци саманине хирӗҫ нимӗнле пӑсӑк ӗҫ те туман. Мана айӑплама семинарире вӗренекен ачасен чӑн-чӑн фактсем пур-и? Хальхи самана пирки эпӗ кирек мӗнле те шухӑшлама пултаратӑп, уншӑн эсир мана айӑплама тивӗҫлӗ-и?»
Майӑн 3-мӗшӗ. Ӗнер Яковлевӑн тепӗр ывӑлӗ Алексей Мускавран килчӗ. Паян Иван Яковлевич мана хӑй патне пыма чӗнсе ятарласах ҫын янӑ. Ҫамрӑк Яковлев мана ашшӗн аса илӗвӗсене ҫырнӑшӑн тата Иван Яковлевичпа туслӑ пулнӑшӑн ыталаса чуп турӗ.
Майӑн 5-мӗшӗ. Алексей Мускава тухса кайрӗ. Мана унран уйрӑлма тунсӑхлӑ пулчӗ. Телефонпа Алексей Левин патне шӑнкӑртаттарчӗ. Левин Алексее Иван Яковлевичӑн губчекари ӗҫӗ хупӑннӑ тенӗ (1919 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнче губчекаран И.Я. Яковлева ҫакӑн пек хут ярса панӑ: «Гражданин Яковлев И.Я. действительно был обвинен в преступлении по должности, но за неимением фактических данных дело о нем 6 мая прекращенно».
Яковлев пирки следстви пыни ҫинчен Ленин та пӗлнӗ. 1919 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче вӑл Чӗмпӗрти губчека председательне тата Чӗмпӗр исполком председательне Яковлева мӗн пирки допроса чӗнтерни ҫинчен ӑнлантарса ҫырса яма хушнӑ. (В.И. Ленин. Биографическая хроника. М.,1976. Т. 7. С. 260.)
Августӑн 17-мӗшӗ. Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнӑна хваттертен тухса кайма хушнӑ. Иван Яковлевич питӗ тарӑхнӑ. Шатров (Чӗмпӗр фабриканчӗ Николай Яковлевич Шатров чӑваш шкулне темиҫе хутчен те укҫа парса пулӑшнӑ. Вӑл шкул валли кирпӗчрен икӗ хутлӑ ҫурт лартса панӑ) ҫинчен калаҫрӗ, ӑна август пуҫламӑшӗнче тӗрмене лартнӑ. Шатров Чӗмпӗрти чӑваш шкулне 120 пин тенкӗ укҫа панӑ. Яковлев Шатров хутне кӗрес тесе тӗрмене кайнӑ, анчах та ӑна унта шала кӗртмен. Яковлев шутланӑ тӑрӑх, Шатровӑн пуянлӑхӗ 60 миллиона ҫитет.
Августӑн 29-мӗшӗ. Яковлев кӗпӗрнен ҫут ӗҫ уйрӑмӗнче пулчӗ. Унта ӑна хваттертен кӑларса ямалла мар тесе Мускавран темле хут килни ҫинчен пӗлтернӗ (Яковлева хваттертен кӑларса яма хӑтланни ҫинчен хыпар В.И. Ленин патне ҫитнӗ, августӑн 28-мӗшӗнче вӑл ҫакӑн пек телеграмма янӑ: «Чӗмпӗр, Губчека. Иван Яковлевич Яковлев ватӑ ҫынпа унӑн арӑмне хваттертен ан кӑларӑр. Пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерӗр. Совнарком председателӗ Ленин»).
Свнтябрӗн 5-мӗшӗ. Ман пата Яковлев кӗрсе тухрӗ. Ӑна Хӗвел тухӑҫ фрончӗн особӑй уйрӑмне чӗнтернӗ, малашне семинарире ӗҫлеме юрамасть тенӗ.
Сентябрӗн 26-мӗшӗ. Паян ирхине 9 сехетре Яковлев мана ҫапла пӗлтерчӗ: кӗпӗрнен ҫут ӗҫ уйрӑмӗ Яковлева хваттертен нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр тухса кайма хушнӑ (сентябрӗн 23-мӗшӗнче губчека Яковлева иккӗмӗш хут (пӗрремӗш хут августӑн 14-мӗшӗнче) хваттертен тухса кайма хушнӑ. Тата икӗ кунтан кӗпернен ҫут ӗҫ уйрӑмӗ те Яковлевсене хваттертен кӑларас тесе приказ кӑларнӑ).
Сентябрӗн 27-мӗшӗ. Яковлевсем патне кӗтӗм. Вӗсем Алексей патне ҫыру ячӗҫ, ӑна Ленин патне кайма ыйтрӗҫ.
Октябрӗн 2-мӗшӗ. Ӗнер Яковлевсем патне милиционер пычӗ, Иван Яковлевича хваттертен хӑвӑртрах тухса кайма хушрӗ.
Октябрӗн 6-мӗшӗ. Екатерина Алексеевна губчекана кайнӑ, хӑй семинарире хӗр ачасен общежити пуҫлӑхӗнче ӗҫленине каланӑ, ҫавна шута илсе хваттертех хӑварма ыйтнӑ. Ӑна ҫапла хуравланӑ: Иван Яковлевич семинари ӗҫӗсене хутшӑнмастӑп тесе подписка патӑр, вара хваттертен кӑлармӗҫ (И.Я. Яковлев ҫав подпискӑна парсан тин хваттертен кӑларса ярас ыйту вӗҫленнӗ).
Ноябрӗн 1-мӗшӗ. Ӗнер Иван Яковлевич Ленин патне ҫыру ҫырса пама ыйтрӗ, анчах та эпӗ ку ӗҫе пуҫӑнмарӑм-ха.
Ноябрӗн 4-мӗшӗ. Паян Ленин патне ҫыру ҫырма пуҫларӑм. Хваттерте питӗ сивӗ, кӑмака хутма вутӑ ҫук. Драпран ҫӗлетнӗ хулӑн пальто тӑхӑнса ҫыртӑм ҫак ҫырӑва (Калаҫу кунта И.Яковлевӑн Ленин патне 1919 ҫулхи ноябрӗн 12-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗ ҫинчен пырать. Ӑна пуҫласа 1971 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗ кӑларакан «Ученые записки» сборникӑн 33-мӗш номерӗнче, иккӗмӗш хут И.Я. Яковлевӑн 1985 ҫулта ҫапӑнса тухнӑ «Ҫырусем» кӗнекере пичетленӗ.
Ҫырура Яковлев Ленина хваттертен кӑларса ямалла мар тунӑшӑн чӗререн тав тунӑ.
1919 ҫулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрне ҫут ӗҫ уйрӑмӗ Чӗмпӗрти чӑваш семинарине хупма йышӑннӑ. Яковлев асӑннӑ ҫырура чӑвашсем валли учительсен институтне е тӑватӑ ҫул вӗренмелли педагогика курсӗ уҫса пама ыйтнӑ).
1920 ҫул. Январӗн 28-мӗшӗ. 4 кун эпӗ Яковлевсем патӗнче пулаймарӑм. Ӗнер кӗтӗм те Иван Яковлевича вырӑнпах выртнине куртӑм: унӑн ӳпке шыҫнӑ-мӗн. Кравачӗ ҫумне ларса сехет ҫурӑ калаҫрӑм. Иван Яковлевич вӑйсӑрланнӑ, аран калаҫрӗ, пичӗ тӑртаннӑ.
Февралӗн 1-мӗшӗ. Иван Яковлевич вилетех пулӗ... Ӗнер Екатерина Алексеевна мана ун патне кӗртмерӗ, Иван Яковлевич пур пӗрех паллас ҫук терӗ. Яковлев пурнӑҫӗ пысӑк хӑрушлӑхра.
Виҫӗм кун Яковлев хваттерӗнче обыск тунӑ. Чӑваш тата латыш Иван Яковлевичӑн хучӗсемпе япалисене пӑхнӑ. Хӑш-пӗр хутсемпе ҫырусене, ҫав шутра Ленин патне эпӗ ҫырнӑ ҫырӑвӑн копине илсе кайнӑ. Обыск тунӑ чух Дмитриев врачпа Орлов пунеттейсем пулнӑ. Яковлева обыск ҫинчен хальлӗхе каламан-ха.
Обыск тӑвакансене Яковлевӑн ӳпке шыҫнӑ, температури те 39 градусран иртнӗ тенӗ. Лешсенчен тахӑшӗ: «Ку нимех те мар. Манӑн температура 39 градусран та иртнӗччӗ, пур пӗрех пурӑнатӑп», - тенӗ. Екатерина Алексеевна: «Эсир ҫамрӑк ҫын вӗт, манӑн упӑшка 72 ҫулта», - тесе хуравланӑ. Обыск икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Акӑ мӗнле вилет чӑвашсен чаплӑ просветителӗ...
Иван Яковлевичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӗлӗнмелле юмах пек. Манӑн унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вырӑсла ҫырас килет, вара ӑна чӑвашла пичетлесе чӑваш ачисене вулаттарасчӗ. Яковлев вуҫех вилес ҫук. Унӑн ячӗ халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр упранӗ.
Февралӗн 15-мӗшӗ. Ӗнер Иван Яковлевич кресло ҫинче ларчӗ. Арӑмӗ ӑна обыск туни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Яковлев обыска Карякин каланипе тунӑ пулӗ терӗ. Манпа сехет ҫурӑ калаҫнӑ хыҫҫӑн Яковлев ывӑнчӗ пулас, вырӑн ҫине кайса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.
Апрелӗн 23-мӗшӗ. И.Я. Яковлева обыск вӑхӑтӗнче илсе кайнӑ хутсемпе ҫырусене тавӑрса пачӗҫ. Обыска губоно пуҫлӑхӗ М.Б. Гольман хушнипе тунӑ, обыск тума ӑна Карякин хӗтӗртнӗ.
Майӑн 8-мӗшӗ. Яковлев мана савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗ: Ленин пулӑшнипе ӑна пысӑк пенси (ахаль пенсирен виҫӗ хут пысӑк) пама хушнӑ, арӑмӗпе иккӗшне апат-ҫимӗҫ илме паексем пама пуҫлаҫҫӗ (1920 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче РСФСР совнаркомӗ И.Я. Яковлева 1920 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пысӑк пенси пама йышӑнать. Тепӗр кунне Ленин Совнаркомӑн ҫак протоколне алӑ пусать (В.И. Ленин. Биографическая хроника. М., 1977. Т. 8. С. 391).
И.Я. Яковлев уйӑхне 3150 тенкӗ, Е.А. Яковлева 840 тенкӗ илсе тӑма пуҫланӑ. Пенси шутне кӗртсе ҫӑкӑр тата ытти апат-ҫимӗҫ те илнӗ.
Майӑн 19-мӗшӗ. Иван Яковлевич тахӑш числаран пенси 14 пин тенкӗ, Екатерина Алексеевна 2 пин тенкӗ илчӗҫ. Ҫак пенсирен вӗсем хӑйсен Анна Матвеевна кухаркине 15 пин тенкӗ - кивҫен илнӗскере - пачӗҫ.
Июлӗн 24-мӗшӗ. Мускавран Чӗмпӗрте чӑваш учителӗсене вӗрентекен институт уҫмалла тесе телеграмма килнӗ (1920 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче Наркомпрос Чӗмпӗр губоно пуҫлӑхне 1920 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче чӑваш учителӗсене хатӗрлекен институт (Чувино) уҫма хушнӑ. Июлӗн 24-мӗшӗнче Наркомпрос Чувино ҫумӗнче ял хуҫалӑх техникумӗ уҫма та ирӗк панӑ). Ку хыпар мана савӑнтарчӗ.
Августӑн 15-мӗшӗ. Мускавран А.И. Яковлев килчӗ (А.И. Яковлев профессор Наркомпрос хушнипе Чувино ӗҫне йӗркелесе яма хутшӑннӑ. 1921 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗнчен Чувино правленин председателӗн заместителӗ пулнӑ. Институтра 1922 ҫулхи март уйӑхӗнчен ӗҫленӗ).
Октябрӗн 24-мӗшӗ. Николай Иванович Ашмаринпа паллашрӑм. Вӑл Хусантан куҫса килнӗ, ҫемйинче пурӗ 8 ҫын, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ачисем. Чӑваш шкулӗнче ӑна хваттер пачӗҫ. Институтра чӑваш чӗлхи вӗрентет вӑл. Мана хӑйӗн «Болгары и чуваши» кӗнекине парнелерӗ. Ӑна ватӑ Яковлев ман ҫинчен каласа панӑ-мӗн. Хваттерӗнче унӑн пур ҫӗрте те кӗнекесем выртаҫҫӗ.
1921 ҫул. Январӗн 25-мӗшӗ. Яковлевсем патӗнче ҫамрӑк чӑваш художникне Д.Архипова тӗл пултӑм. Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник. Сӑрӑсемпе И.Я. Яковлев портретне ӳкерет. Яковлев лайӑх сюртук тӑхӑнса икӗ е виҫӗ сехет хушши пукан ҫине ларса сеанс ирттерет. Мана Архипов ӗҫленине пӑхса тӑма кӑмӑллӑ пулчӗ (Ку портрет халӗ Шупашкарти пединститутра И.Я. Яковлев музейӗнче упранать).
Октябрӗн 17-мӗшӗ. Ашмарин йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн Шупашкара кайса килчӗ. Унта вӑл хӑйӗн чӑваш чӗлхи словарьне пичетлес пирки калаҫнӑ. Шупашкарта ӑна хальхи вӑхӑтра наука ӗҫне тума хавхалантарас тесе 2 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Чӑваш институчӗ ӑна ӗне парнелерӗ, институт ферминчен апат-ҫимӗҫ килсе параҫҫӗ, шалу укҫи чылай тӳлеҫҫӗ. Институтра Ашмарина Шупашкара пӑрахутпа кайма, каялла килме 250 пин тенкӗ укҫа панӑ.
1922 ҫул. Январӗн 8-мӗшӗ. Ӗнер кӑнтӑрла Яковлевсен столовӑйӗнче апат ҫирӗм, Иван Яковлевичпа калаҫрӑм. Акӑ мӗн каласа кӑтартрӗ вӑл. Хӑй вӑхӑтӗнче евангелие чӑвашла куҫарнӑшӑн Яковлева Англири библи обществин хисеплӗ членне суйланӑ. Ҫав обществӑн Мускавра представитель пур. Нумаях пулмасть А.И. Яковлев ун патне ҫыру ҫырса ашшӗн пурнӑҫӗ питӗ йывӑр тесе пӗлтернӗ, ӑна мӗнле те пулин пулӑшу пама ыйтнӑ. Мускавран ответ килнӗ, Англири библи обществи Иван Яковлевича совет укҫипе 7 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Алексей Иванович Мускава тав туса ҫыру ярать, укҫа яма кирлӗ мар тет, ҫав укҫа вырӑнне ҫӑнӑх тата сахӑр ярса паччӑр тет.
Январӗн 16-мӗшӗ. Ӗнер Яковлев патӗнче нумайччен лартӑм. Ильминский ҫинчен пычӗ калаҫу. Вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫывхарать. Ҫав вӑхӑталла Яковлев Ильминский ҫинчен хӑйӗн эпӗ ҫырса хунӑ аса илӗвӗсене пичетлесе кӑларма ӗмӗтленет. Хальлӗхе вӑл мана Ильминский ҫинчен калакан сыпӑка пичете юрӑхлӑ тума сӗнчӗ.
Январӗн 3-мӗшӗ. Ӗнер ирхине Ашмарин патне кӗтӗм. Ӑна Шупашкарта ҫӑнӑх 30 пӑт памалла тунӑ. Николай Иванович каланӑ тӑрӑх, ун патне Яковлев час-часах кӗрсе тухать. Эпӗ Ашмарина Яковлев аса илӗвӗсене Алексей ывӑлне паратӑп терӗм. Ашмарин мана аса илӳсен ал ҫырӑвне Шупашкара илсе кайсан укҫа чылай илме пулать пулӗ терӗ. Николай Иванович шухӑшӗпе килӗшместӗп эпӗ. Аса илӳсене эпӗ укҫа тупас тесе мар, Иван Яковлевича юратса, хисеплесе ун ҫинчен асӑнмалӑх япала юлтӑр тесе ҫыртӑм.
Мартӑн 1-мӗшӗ. Ӗнер каҫпа И.Я. Яковлев ман пата кӗрсе тухрӗ. Кӑнна Кушкинчен унӑн тӑванӗ килнӗ, ҫавӑн лашипе ман пата ларса килнӗ те ӗнтӗ Иван Яковлевич. Кӑнна Кушкинче тата ытти юнашарти чӑваш ялӗсенче чылай ҫынсем выҫлӑха пула шыҫӑннӑ, вилеҫҫӗ. Ҫакӑ Иван Яковлевича питӗ пӑшӑрхантарать.
Паян Яковлев патне Ильминский ҫинчен калакан аса илӳсене ҫырма кайрӑм. Иван Яковлевичӑн инкек: ӗне витин ҫӑрине ватса витерен пӑруламан ӗнене вӑрласа кайнӑ. Яковлев Ильминский мӗнле вилни тата ӑна мӗнле пытарни ҫинчен каласа ҫыртарчӗ.
Мартӑн 4-мӗшӗ. Ӗнер Яковлева Ильминский ҫинчен вуласа патӑм. Паян вуласа пӗтертӗм. Вӑрласа кайнӑ ӗне ҫирӗм ҫухрӑмри ялта тупӑнчӗ. Ӑна тупса килнӗ ҫынна А.И. Яковлев 2 миллион тенкӗ укҫа пачӗ.
Майӑн 6-мӗшӗ. Ӗнер Яковлева пилӗк сехет хушши унӑн аса илӗвӗсене вуласа патӑм.
Англири библи обществин Мускаври представителӗ Иван Яковлевича 7 миллионлӑх апат-ҫимӗҫ ярса панӑ. Унӑн пӗр пайне Яковлевсем Хусана Ильминский арӑмне ярса панӑ.
Паян Ильминский ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер Иван Яковлевичпа Алексей Иванович Яковлевсем
Богоявлени чиркӗвӗнче Ильминские асӑнса панихида ирттерчӗҫ. Унта эпӗ, Орлов тата Иван (А.И. Яковлев ывӑлӗ, Иван Алексеевич Яковлев 1912 ҫулта ҫуралнӑ, Мускав университетӗнче физика профессорӗ пулнӑ) пултӑмӑр. Иван Яковлевич Ильминский ҫуралнӑ куна пӑтраштарнӑ - ӗнер тенӗ, ҫавӑнпа эпир пӗр кун маларах кӗл тунӑ, ӑна паян ирттермеллеччӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ. Ӗнер Яковлевӑн аса илӗвӗсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех вуласа пӗтертӗм. Иван Яковлевич ал ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартни пурте тӗрӗс тесе алӑ пусрӗ, ал ҫырӑвне хӑйӗн пӳлӗмӗнчи кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫине хучӗ (И.Я. Яковлев вилсен аса илӳсем А.И. Яковлев патӗнче упраннӑ. 1968 ҫулта А.И. Яковлев ачисем (Иван Алексеевич профессорпа Ольга Алексеевна доцент) ал ҫырӑвне Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев институтне панӑ. 1982 ҫулта А.И. Яковлев аса илӗвӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче 3000 тиражпа, тепӗр ҫулхине иккӗмӗш хут 10000 тиражпа вырӑсла пичетленсе тухрӗҫ).
Пире паллӑ 400 ҫыруран 200-шӗнче Яковлев укҫа ыйтӑвне хускатнине эпир асӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Укҫа шутне вӑл пус таранчченех палӑртать. Халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫлекен министерство туххӑмрах укҫа уйӑрса памасса пӗлсе ҫуртсене, хуралтӑсене, тула тухмалли вырӑнсене, тамбурсене Яковлев хӑй укҫипе тутарттарать. Кайран пӗр пус таранчченех ҫав укҫана министерствӑран шыраса илет. Контроль палати, хаҫатсен корреспонденчӗсем (Алюнов, Петров-Юман) Яковлева патшалӑх кӗсйине аллине чикме юратакан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑннипе, Яковлевӑн ун пек йӑла пулман. Вӑл патшалӑх укҫине нихӑҫан та ӑмсанман, хӑйӗнне вӑхӑтра процентсемпе шыраса илме те манман. Укҫа докуменчӗсене, тавар туяннӑ чексене тӗплӗн пуҫтарса пынӑ, тӗрӗслекенсене ҫав документсене хуть хӑш вӑхӑтра та кӑтартма пултарнӑ. Яковлева сасартӑк ура хурас текенсем хӑйсем такӑннӑ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, Жиркевича каласа ҫыртарнӑ аса илӳсен пӗрремӗш изданийӗ 300 страницӑран та пӗчӗкрех калӑпӑшпа тухнӑ. Ӑна совет вӑхӑтӗнче, Яковлева ӑшӑ турӑ пек кӑтартас хӗмпе ҫунакан компарти пуҫлӑхӗсем тӑрӑшнипе, Красновпа Плечов ӑсчахсем редакциленӗ. 1997 ҫулта вӗсем хӑйсен «ҫылӑхне» каҫарттарчӗҫ, аса илӳсем ҫичӗ ҫӗр страница яхӑнлӑ калӑпӑшпа тухрӗҫ. Кунта Яковлев мӗн каласа ҫыртарни пӗтӗмпех кӗнӗ тенине ӗненме пулать.
Ҫырусем те ҫавӑн пекех. Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсен варринче тухнӑ ҫырусен пуххинче сахал ҫыру, тата питӗ суйланса пичетленнӗ. «С думой о народном просвещении» ҫырусен пуххинче 245 ҫыру. Сакӑр вуннӑмӗш ҫулсенчине те, 1998 ҫулта тухнине те Н.Г. Красновпа Г.Н. Плечов пуҫтарса хатӗрленӗ. Вулакансен ячӗпе пысӑк тав вӗсене ҫакӑншӑн. Тӗрӗслӗхе совет вӑхӑтӗнчи пек пытарма тӑрӑшман вӗсем. Ҫакӑншӑн тата та пысӑкрах тав. Анчах та ҫав ӑсчахсенчен пӗри Г.Плечов унчченхи пекех пӑрӑнчӑк ҫулсемпе ҫӳреме юратни сисӗнет. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» издательствӑра манӑн хӗрӗх страницӑллӑ пӗчӗк кӗнеке тухрӗ, унта 17 страницӑллӑ «Сармантей саманин саламачӗ» очерк пичетленнӗччӗ. Плечовпа эпир иксӗмӗр пӗр-пӗрне тахҫантанпах пӗлсе тӑратпӑр. Тӗл пулнӑ чухне эпӗ ӑна ҫав кӗнекене парнелерӗм. Икӗ уйӑх иртрӗ-и е иртмерӗ те-и - Плечов «Тӑван Атӑл» журналта ҫак очерк пирки ҫирӗм сакӑр страницӑллӑ рецензи ҫаптарса кӑларчӗ. Мӗнле тав тумӑн-ха вун ҫичӗ страницӑллӑ очерк пирки ҫирӗм сакӑр страницӑллӑ рецензи ҫырса вулакана парнеленӗшӗн? Анчах кунта та Плечов хурана шурӑ, шуррине хура тесшӗн. «Константин Ивановсен класне Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен Деревицкий попечитель хушнипе кӑларса янӑ», - ҫырать вӑл. Кунта эпӗ И.Я. Яковлев Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн педканашӗ ячӗпе ҫырнӑ ҫырӑва вырӑсла пӗтӗмпех кӑтартса парасшӑн.
Деревицкому, 7 марта 1907 г.
Господину попечителю учебного округа.
Воспитанники 1 класса Симбирской чувашской учительской школы, отличающиеся за последнее время очень резким поведением, отказались от занятий с одним из преподавателей ввиду его якобы грубого с ним обращения. Педагогический совет школы, нашедший жалобу учеников совершенно безосновательной, принял свои зависящие от него способы воздействия, но, не достигнув никакого результатата, поставновил всех их уволить, таковое решение предоставить на благоусмотрение Вашего превосходительства. Благоволите утвердить изложенное постановление педагогического совета и разрешить распустить учеников немедленно. Инспектор Яковлев.
7 марта 1907 г.
Акӑ вӑл ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать!
Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Иван Яковлев мӗн кӗҫӗнрен пуҫласа ӑсран тайӑличченех меркантилизм (укҫаран асли ҫук) тыткӑнӗнче пулнӑ. Акӑ вӑл гимнази пӗтерсе ылтӑн медаль илет те Хусанти университетӑн филологи факультетне вӗренме кӗрет Чӗмпӗрте вӑл юрӑри пек «Ял-ялӗнче яш малта, хамӑр ялта хам малта» принциппа пурӑннӑ. Пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалли хӳхӗм йӗкӗте пурте юратнӑ. Хусанта Чӗмпӗрти пек вишневскисемпе виноградовсем ҫук. Кӗленче сӑпкара сиктерес текенсем те курӑнсах каймаҫҫӗ. Университетра Яковлев стипенди илеймен студент пулса тӑрать. Мӗнле пурӑнмалла тӑлӑх туратӑн стипендисӗр? Ҫак тапхӑрта вӑл Хусанти вак халӑхсен семинариӗн пуҫлӑхӗпе Н.И. Ильминскипе паллашать. Ильминский калама ҫук ӑслӑ, чее ҫын пулнӑ. Кайран вӑл Яковлева хӑйӗн вун пилӗк ҫулти усрав хӗрӗпе Екатерина Алексеевна Бобровниковӑпа паллаштарать, качча парать, ҫамрӑк мӑшӑра пин-пин тенкӗ хулӑм укҫипе тивӗҫтерет.
Иван Яковлев пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухне пачах урӑхла проблемӑсем пулнӑ, вӑл ҫине тӑрсах стипенди илмелли майсене шыранӑ. Пирӗн республикӑри чи паллӑ яковлевед Н.Г. Краснов 1976 ҫулта «И.Я. Яковлев. Жизнь, деятельность, педагогические идеи» кӗнеке кӑларнӑ. Ку кӗнекере вӑл Яковлев стипенди ыйтӑвне еплерех ӑнӑҫлӑ татса панине те ҫырса кӑтартать. Яковлев Карамзин стипендине илме тӗллев лартнӑ, унӑн виҫи ҫулталӑкне 600 тенкӗ пулнӑ. 1870 ҫулта 600 тенкӗпе 25 ӗҫ лаши туянма май килнӗ. 1870 ҫулхи авӑнӑн (сентябрӗн) 10-11-мӗшӗсенче университетӑн филологи факультетӗнче коллоквиум (экзамен) ирттереҫҫӗ. Коллоквиумра Яковлев Рим сӑмахлӑхӗпе, вырӑс историйӗпе, чиркӳ историйӗпе, вырӑс сӑмахлӑхӗпе «виҫҫӗ» паллӑ илет, стипендисӗр тӑрса юлать.
Физикӑпа математика факультетӗнче стипенди илме ҫӑмӑлрах. 1870 ҫулхи авӑнӑн (сентябрӗн) 29-мӗшӗнче Яковлев ҫак факультета куҫма ыйту тӑратать. Ҫав ҫулхи юпан (октябрь) 12-мӗшӗнче П.Д. Шестаков попечитель Ҫут ӗҫ министерстви Яковлев студента ҫулталӑкне 200 тенкӗ стипенди пама хушу кӑларни ҫинчен пӗлтерет. Яковлева лекцисем итленӗшӗн те укҫа тӳлеттермелле мар тӑваҫҫӗ. 1871 ҫулта каникултан таврӑнсанах Яковлев ҫӗнӗрен филологи факультетне куҫма ыйту тӑратать.
Ҫав ҫулхи юпан (октябрӗн) 8-мӗшӗнче уиверситет ректорӗ Е.Осокин профессор Яковлев студента физикӑпа математика факультетӗнчен историпе филологи факультетне куҫарасси ҫинчен приказ кӑларать. Ҫак тапхӑртан пуҫласа 1875 ҫулччен Яковлев университетра вӗренет, уйӑхсерен ҫирӗмшер тенкӗ стипенди илет, лекцисем итленӗшӗн укҫа тӳлемест, пуянсен ачисене килӗсенче уроксем парса кӗсйине хулӑнлатать, бригада меслечӗпе (Иванов, Рекеев, Белилин) алфавит тӑвать, букварь кӑларать. Ҫак тапхӑрта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне Иван Яковлев уҫнӑ теҫҫӗ. Документсенче ку шкула 1871 ҫулхи чӳкӗн (ноябрӗн) 15-мӗшӗнче Ленин
ашшӗ И.Н. Ульянов уҫнӑ пек курӑнать. Ҫав ҫулхи юпан (октябрӗн) 11-мӗшӗнче вӑлах Кӑнна Кушкинче шкул уҫнӑ. (Ж. Трофимов, Ж. Миндубаев. «Илья Николаевич Ульянов», Москва, 1990 г., 214 стр.)
