- •Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн
- •Ачалӑх пирки пӗр-икӗ сӑмах
- •Патриарх ахаль ларман
- •Яковлевран писатель туса хунӑшӑн кам айӑплӑ?
- •Яковлев наука ҫыннисене мӗншӗн юратман?
- •Ҫыншӑн тӑрӑшни мӗн хак тӑрать?
- •Конституци тата Халал
- •Яковлева мухтама та, сивлеме те кирлӗ мар
- •Яковлев мӗнле вилнӗ?
- •Таксатор шкулӗ, гимнази, университет
- •Яковлевӑн авантюрла хӑтланӑвӗсем
- •Чир тивмен чирлӗ ҫын
- •Ҫырусенчи чӑнлӑх
- •Ҫынсем, ҫынсем, ҫынсем...
- •Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑвнах тивме пултарать
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш тӑшманӗ
- •Чӑваш ачисене вӗренмешкӗн ӗлӗк мӗншӗн пысӑкрах шкулсем уҫман
- •Чӑваш шкулӗнчи пурнӑҫ
- •Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ кӗнекесене станпа пустарма чарманни
- •Чӑваш юррисем пирки вырӑссем акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ
- •Чӑваш юррисем епле пухӑнни
- •Чӑваш чӗлхипе хаҫат кӑларма чарни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑваш шкулӗнче ачасене хӗнени
- •Чӑвашсен пысӑк шкулӗнче вӗренсе тухнӑ ҫынсем
- •Малтанхи революци вӑхӑтӗнче (1905-мӗш ҫул)
- •Немедленно сделать следующие изменения и нововедения в школе.
- •Витӗр куракан ҫын Иван Яковлевич ҫинчен мӗн ҫырнӑ
- •О двух генералах
- •Гавриил Федорович Алюнов
- •Чӑваш халӑхне вӗрентесшӗн тӑрӑшакансен пухӑвӗ
- •Иван Яковлевичӑн ырлӑхӗ
- •Чӑваш хушшинче
- •Пӑва уездӗнчи хыпарсем
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен 40 ача кӑларса яни ҫинчен
- •Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене навус тӗмине куҫарттарни
- •Чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачасене сыскӑлтӑксем тасаттарни
- •Василий Константинович Магницкие усал туни
- •Иван Яковлевич Яковлев чӑвашла ҫырма-вулама пӗлнӗ-ши?
- •Чӑваш улпучӗ
- •Иван Яковлевича кӑларса ывӑтни
- •Выписка
- •Иван Яковлевич Ленин патӗнче
- •Аслӑ Октябрь революцийӗ пӑрса кӑларни
- •И.Я. Яковлева витӗр курса тӑнӑ
- •2Пупӗсем те чӑвашла кӗнекесем куҫарса кӑлара пуҫланӑ.
Чир тивмен чирлӗ ҫын
«Иногда в Казани у меня повторялись сильные головные боли, которыми я страдал еще будучи гимназистом после того, как в начале 1869 года неосторожно выкупался в реке при холодной погоде». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, 1997 г., стр. 173.)
1900 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ, И.Износков патне: «Сывлӑх чаплӑ мар. Санпа тӗл пулнӑ чухнехинчен чылай япӑхрах. Анчах юлашки виҫӗ кун хушши хама лайӑхрах туятӑп».
1900 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче (И.Яковлев ун чухне аллӑ иккӗре пулнӑ. - Г.У.) И.Износков патнех: «Ҫак кунсенче мана чир асаплантарать. Ку ҫырӑва хам ҫыраймарӑм, ҫыруҫа (письмоводителе) каласа ҫыртартӑм». (И.Я. Яковлев. С думой о народном просвещении. Чебоксары, 1998 г., 217-219 стр.)
1902 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ. И.Износков патне: «Халь эпӗ хама сывах тесе калаймастӑп-ха».
1906 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ, А.Яковлев (ывӑлӗ) патне: «Юлашки виҫӗ кун хушши хама питӗ йывӑр туятӑп». Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех сывлӑхӗ начар пулни ҫинчен вун-вун адреспа пӗлтерекен Яковлев 1917 ҫул тӗлне аванланса кайма пултарайман, Муска ва, Питӗре тухса ҫӳреймен. Телее, нарӑсра тата юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче революцисем пулса иртеҫҫӗ. 1913 ҫулта Рекеев Вараксарта пуп пулма килӗшмен пекех 1917 ҫулта колони-приют уҫасси те пӑчланса ларать. Чӗмпӗр комиссарӗсемпе земство та Яковлевӑн шухӑшне ӑша илмеҫҫӗ. Октябрь революцийӗ пулса иртнӗ хыҫҫӑн Вараксарти хӗрарӑмсен общини (мӑнастир) саланса каять, ӑна большевиксем салатаҫҫӗ.
Иван Яковлев ҫирӗммӗш ҫулсен пуҫламӑшӗчченех Алексей Рекеевпа ҫыхӑйу тытма пӑрахмасть. Ӑс ҫухатса вырӑн ҫине выртичченех вӑл ун патне ҫырусем ҫырнӑ, 1916 çулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Хусанпа Сӗвен архиепискойӗ Иаков патне Рекеева протоиерей санне пама ыйтса Яковлев хут кӑларса янӑ. Рекеев ҫапах та протоиерей пулма мехел ҫитереймен, ҫакна тума Иаков сасартӑк вилсе кайни чӑрмантарнӑ пулмалла.
Рекеев хӑйӗнчен ытларах пурӑнасси пирки Яковлев тӗрӗс ҫырнӑ. Рекеев Яковлевран икӗ ҫул каярах, 1932 ҫулта сакӑр вун тӑваттӑ тултарса вилнӗ, юлашки вӑхӑтра вӑл чиркӳ ӗҫне пӑрахнӑ, Теччӗри педтехникумра директорӑн хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ, ӑна хальхи Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ (Байглычево) ялӗнче пытарнӑ (вӑл унта вӑтӑр пилӗк ҫул чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫленӗ, шкулта турӑ саккунне вӗрентнӗ, Эйпеҫ таврашӗнчи ялсенче сакӑр шкул уҫнӑ). Сӑмах май каласан, Эйпеҫ ҫыннисем Рекеев вил тӑприне паян кун та лайӑх пӑхса тӑраҫҫӗ.
Иван Яковлев хӑйне нумай пулӑшнине манмасӑр (вӑл ӑна уезд училищинчен вӗренсе тухма май туса панӑ, Вӑтам Тимӗрҫен учителӗ туса хунӑ, Хусанти вак халӑхсен пуҫламӑш шкулӗнче ӗҫлеттернӗ, салтак службинчен хӑтарнӑ, Эйпеҫри чиркӳре пачӑшкӑна вырнаҫтарнӑ) Рекеев хӑйне Яковлев тарҫи вырӑнне хунӑ. Яковлевӑн Рекеев патне ҫырнӑ 42 ҫырӑвӗ сыхланса юлнӑ. Вӗсем пурте вырӑсла ҫырнӑскерсем. Вӗсене панӑ хуравсенче Иван Яковлевича Рекеев «тантӑшӑм» темест, «Ваше превосходительство» тет.
Чӑвашла та, тутарла та Алексей Рекеев Иван Яковлевран лайӑхрах пӗлнӗ. Рекеев Яковлева букварьсем кӑларма та, евангели куҫарма та нумай пулӑшнӑ.
«Хам эп корректура вулатӑп, текста редакцилетӗп, йӑнӑшсене тӳрлетессипе ӗҫлетӗп. Куҫарасса Рекеев, Иванов (Игнатий) тата ыттисем куҫараҫҫӗ. «Части личной, самостоятельной инициативы в деле чувашских переводов я себя приписать не могу». (И.Я. Яковлев. Моя жизнь, Москва, стр. 272.)
