Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Геннадий Уткин - Яковлев трагедий. Иван Юркин - Чваш тшман.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
222.28 Кб
Скачать

Геннадий Уткин

ЯКОВЛЕВ ТРАГЕДИЙӖ

Иван Юркин

ЧӐВАШ ТӐШМАНӖ

Очерксем

Тӗпчев

Рецензисем

Шупашкар «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» 2014

УДК 821.512.111 ББК 84(2Рос=Чув)6-4 У 84

Кӗнекене Чӑваш гуманитари институчӗн ывӑнми ӗҫченне, ӑслӑ- пуҫлӑ ҫынна Юрий Яковлева халаллатӑп.

Геннадий Уткин

Уткин Г.А.

Яковлев трагедийӗ. Очерк. Тӗпчев.

Юркин И.Н.

Чӑваш тӑшманӗ. Очерк. - Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2014. - 212 с.

Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентекенӗн Иван Яковлевич Яковлев практик- педагогӑн ячӗ ҫынсен чӗрисене тарӑннӑн кӗрсе вырнаҫнӑ. Унӑн ятне халӑх нихӑҫан та манас ҫук. Ҫапах та ӑна тивӗҫсӗр мухтани, ун пирки пулманнине пулнӑ пек ҫырса кӑтартни И.Я. Яковлевӑн ҫутӑ сӑнне чылай тӗксӗмлетет. Ку кӗнекене ҫырнӑ чухне автор аргументсемпе фактсене шута илсе тӗрӗслӗх патне ӑнтӑлнӑ. Кунта Иван Яковлевич Яковлев ӗҫӗсене ҫӗнӗлле пӑхса тухнӑ, унӑн пултарулӑхне тишкерӳллӗ хак панӑ. Кунтах Иван Юркинӑн 60 ҫула яхӑн ҫыру вӗҫҫӗн ҫӳренӗ (1993 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ) «Чӑваш тӑшманӗ» очеркӗ ҫапӑнса тухать.

Хуплашка ҫинче: И.Я. Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Е.А. Яковлева мӑнукӗсемпе. Тӑраҫҫӗ (сулахайран сылтӑмалла): Е.А. Некрасова, Д.А. Некрасов, А.А. Некрасова, А.Д. Некрасов (И.Я. Яковлев кӗрӳшӗ). А.А. Некрасов. Мускав, 1925 ҫ.

© Уткин ГА., 2014

Геннадий Уткин

Яковлев трагедийӗ Революци хыҫҫӑн

Чӗмпӗрти Чӑваш учительсен семинарийӗнче 1919 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче юлашки виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсен пухӑвӗ пулса иртнӗ. Ку класра 33 вӗренекен шутланнӑ. Семинарири лару-тӑрӑва сӳтсе явса, паян-ыран ялти шкулсен учителӗсем пулмалли ҫамрӑксем йышӑну тунӑ. Унта вӗсем ҫур ӗмӗр ытла Чӗмпӗрти чӑваш шкулне ертсе пынӑ Иван Яковлевич Яковлев малашне педагогика канашӗн председателӗ тата семинарин ертӳҫи пулма тивӗҫлӗ мар тесе палӑртнӑ. Йышӑну пилӗк пунктран тӑрать. Кашни пункчӗ конкретлӑ та витӗмлӗ. Документра вун ҫиччӗри-вун саккӑрти ҫамрӑксем (Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен чӑваш шкулне тӗпрен илсен ялта пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, икӗ класлӑ шкултан вӗренсе тухнӑ ачасене йышӑннӑ, И.Яковлев патӗнче вӗсен кашни класра икшер ҫул ларса пурӗ ултӑ ҫул вӗренмелле пулнӑ) шкул пуҫлӑхӗн юлашки вӑхӑтра уйрӑмах ҫивӗч палӑрнӑ ҫитменлӗхсемпе юрӑхсӑрлӑхӗсене кӑтартса панӑ.

Ҫав кунах вӗсем ку документа И.Я. Яковлев патне ҫитернӗ. Мӗн ҫинчен ҫырнӑ-ха вӗренекенсем унта? «1918 ҫулхи кӗркунне, вӗренӳ ҫулне вӑхӑтра пуҫлас мар тесе, Иван Яковлевич шурӑ гвардеецсене пурӑнма семинари ҫуртне кӗртрӗ. 1917 ҫулта йӗркеленӗ семинарирен вӑл каллех шкул туса хучӗ. Ҫак юрӑхсӑр ӗҫе Яковлев вӗренекенсене семинари пӗлӗвӗ парас мар тесе пурнӑҫларӗ. Унӑн чӑртмахлӑхӗпе чурӑслӑхне питлесе хирӗҫ калаҫакан учительсене Иван Яковлевич ӗҫрен кӑларса ячӗ, ҫавна пула семинари преподавателӗсем О.Андреев, Н.Никоноров, Я.Захаров ӗҫсӗр тӑрса юлчӗҫ.

Вӗсен вырӑнне йышӑнма Яковлев урӑххисене чӗнчӗ, анчах та лешсем Иван Яковлевичпа килӗштерсе ӗҫлеме май ҫук тесе семинарие пымарӗҫ. И.Я. Яковлев вӗрентӳпе воспитани ӗҫне йӗркелесе ярас вырӑнне чӑрмантарса пырать. Вӑл вӗренекенсен умӗнче хӑйне калама ҫук тӳрккес тытать, вӗсене чура вырӑнне хурать, арҫын ачасене вӑрӑ-хурахсем, мушенниксем, сысна ҫурисем тесе вӑрҫать, алӑ ҫӗклет, тапа-тапа ярать. Чурӑсланнӑ самантсенче вӗсене мӑйран пӑвнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ӗҫ-пуҫ пирки вӑхӑтран-вӑхӑта Яковлевпа канашламалла пулсан преподавательсемпе вӗренекенсем унӑн кабинетне кӗме шикленеҫҫӗ, Иван Яковлевичпа вӑрҫӑнмасӑр ачасем стипенди илеймеҫҫӗ. Яковлев вӗрентӳ ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртесрен муртан хӑранӑ пек хӑрать, семинарире конфликтлӑ лару-тӑру хуҫаланнӑшӑн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ. Иван Яковлевич семинари пуҫлӑхӗнче ларнипе эпир ниепле те килӗшме пултараймастпӑр. Вӑл е эпир - урӑхла ҫул ҫук».

Ҫак ӗҫ пулса иртиччен пӗр уйӑх ҫурӑ маларах, 1918 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче, Мускавран Чӗмпӗре Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ӗҫ халӑх комиссариачӗн инструкторӗ И.Боцманов килсе ҫитнӗ, тӳрех учительсем хатӗрлекен семинарие пынӑ. Ӗҫ-пуҫпа тӗплӗн паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренекенсен пухӑвӗнче пулма кӑмӑл тӑвать. Вӗренекенсем ӑна семинарири йӗркесӗрлӗхсем пирки лайӑх ӑнлантарса параҫҫӗ. Ҫав кунах И.Боцманов педагогика канашӗн ларӑвне ирттерет. Канаш ларӑвне И.Я. Яковлев та пынӑ. Лару Яковлев семинарири педагогсене В.Орлов тата ытти хӑш-пӗр учительсемсӗр пуҫне, шалти чиркӳри пупсене хӑйне хирӗҫ тӑратнине кӑтартса панӑ. Педканаш ларӑвӗнче семинарире нумай вӑхӑт хушши ӗҫленӗ С.Максимов преподаватель, И.Дормидонтовпа В.Никифоров пачӑшкӑсем, А.Михайлов вӗренекен темиҫе хутчен те тухса калаҫнӑ, пурте И.Я. Яковлев малашне шкул пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ мар тесе ҫирӗплетнӗ. В.И. Ленин хушса янипе Чӗмпӗре килнӗ И.Боцманов хирӗҫӗве лӑплантарма тӑрӑшать, вӗрентӳпе воспитани ӗҫне лайӑхлатма сӗнсе килне, тӗп хулана, тухса каять.

Семинарире, чӑнах та, лару-тӑру калама ҫук йывӑр пулнӑ. Ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӗренекенсенчен пӗтӗмпе ик ҫӗр вун иккӗшӗ ҫеҫ семинарире шутланнӑ. Уроксем ирттересси чӳкӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ та раштавӑн 20-мӗшӗнче каллех чарӑнса ларнӑ. Чылай уроксене пачах та ирттермен. Педагогика тата логика предмечӗсене вӗрентекен Яковлев хӑй те уроксене ҫӳремен. Коридорсенче, вӗренекенсем выртса тӑракан пӳлӗмсенче, классенче тасамарлӑх хуҫаланнӑ. Шкул йӗри-таврашӗнчи картасене, хӳмесене, йывӑҫ тротуарсене сӳтсе ҫунтарса янӑ, садри йывӑҫсене выльӑхсем кӑшласа ҫаратнӑ.

Кӗпӗрнери ҫут ӗҫ пайӗ, наркомнацӑн Хусанти Чӑваш секцийӗ ҫитмӗлтен иртнӗ И.Я. Яковлев шкулти ӗҫсене йӗркелесе пыма пултараймасть, ӑна улӑштармалла тесе темиҫе хутчен те йышӑнусем кӑларнӑ. И.Я. Яковлев хӑй те ҫакӑнпа килӗшнӗ пек пулнӑ, хӑй вырӑнне Рязаньти учительсен семинарийӗн директорне П.Афанасьева е Мускав кӗпернинчи Роменски ялӗнчи семинарин пуҫлӑхне П.Ильина лартма май пурри ҫинчен пӗлтернӗ. Лешсем иккӗшӗ те хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, унтах ӗҫлесе курнӑ. 1918-1919 ҫулсенче Чӗмпӗрти семинарин пуҫлӑхӗ пулма иккӗшӗ те хапӑл пулнӑ, анчах И.Я. Яковлев вӗсене иккӗшне те хӑйӗн патне преподаватель должноҫне ҫеҫ йышӑнма пултарни ҫинчен пӗлтерсен, лешсем Чӗмпӗрти семинарие пыма килӗшменни ҫинчен хыпарланӑ.

Ҫав ҫулсенче И.Я. Яковлев хӑйне семинарие ертсе пырас ӗҫрен катертме пултарасса лайӑх туйнӑ. Чӑнах та, 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпернин комиссариачӗ Иван Яковлевича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен йышӑну кӑларать. Ҫакӑн пирки Яковлев малтанах пӗлсе тӑнӑ. Акан 19-мӗшӗнче вӑл Мускава хӑйӗн ывӑлӗ Алексей Иванович Яковлев патне телеграмма ҫаптарать, «мерӑсем» йышӑнма ыйтать. Акан 20-мӗшӗнче Алексей Иванович В.И. Ленин патне Кремле каять. Канашлу тӗлне лекнине кура Ленин адресӗпе пӗчӗк ҫыру хӑварать. «Хӑй вӑхӑтӗнче Сирӗн пиччӗре ҫӑлас тесе манӑн атте нумай тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл хӑй пысӑк инкекре. Атте ыйтнипе эпӗ Сирӗнпе Чӗмпӗрте пулса тӑнӑ лару-тӑру ҫинчен калаҫасшӑн», - ҫакӑн пек кӗске ҫыру хӑварнӑ Алексей Яковлев Ленинӑн йышӑну пӳлӗмӗнче. А.И. Яковлев, ӗҫ тунӑ чухне ашшӗ пекех ҫине тӑраканскер, В.И. Ленинпа темиҫе хутчен те курса калаҫма мел тупнӑ. Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та ӗнтӗ В.И. Ленин Иван Яковлевич хутне кӗрсе Чӗмпӗре янӑ телеграммӑсем.

Панкрута тухнӑ семинари пуҫлӑхне ҫак телеграммӑсем те ӗҫӗнче хӑтарса хӑварайман. И.Я. Яковлев хӑй ҫырнӑ тӑрӑх, 1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗш кунӗ ӑна ӗҫрен тӑнчах хӑтарнӑ кун шутланать. Ҫав вӑхӑт тӗлне учительсен семинарине пӗтерсе Чӗмпӗрте Чӑвашсен халӑха вӗрентес ӗҫ институтне туса хунӑ (Чувино). Ку институт ӗҫлеме пуҫламасӑрах хупӑннӑ. Ун вырӑнне виҫӗ ҫуллӑх педкурс йӗркелеҫҫӗ. 1920 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа И.Я. Яковлев уйӑхсерен 4 пин тенкӗ, унӑн мӑшӑрӗ Е.А. Яковлева 3 пин тенкӗ пенси илсе тӑма пуҫланӑ, пурӑнма вӗсене унчченхи хваттертех хӑварнӑ.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн йышлӑ ҫуртне-йӗрне И.Я. Яковлев пуҫарнипе тата вӑл патшалӑхран ыйтса илнӗ укҫа-тенкӗпе лартнӑ пирки никам та иккӗленмест. 1884 ҫулта вӑл банксенчен кивҫен укҫа илсе хӑй шучӗпе виҫӗ хутлӑ чул ҫурт ларттарать. Кунта хӗрарӑмсен училищине вырнаҫтарать, хӑйӗн ҫемйипе пурӑнма куҫать. 1879 ҫулта та хӑй шучӗпе йывӑҫ ҫурт туса хута ярать. Тӑватӑ-пилӗк ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫак ҫуртсемшӗн тата сад чӗртнӗшӗн патшалӑхран 20 пин тенкӗ (хӑй расхутланнинчен те ытларах) укҫа илет, хӗрӗх ҫула яхӑн хысна хваттерӗнче ҫемйипе пӗр пус тӳлемесӗр (акӑ ӑҫта вӑл коммунизм!) пурӑнать. 1919 ҫул вӗҫӗнче анчах ӑна хваттер укҫи тӳлеттерме тытӑнаҫҫӗ.

1912 ҫулта Яковлев ҫӗр илсе шкул валли ферма уҫать. И.Я. Яковлев кунта та хысна укҫине хӑйӗн укҫипе пӑтраштарать. Каламалла, ферма уҫни Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӗренекенсем унта ял хуҫалӑх ӗҫӗсене наука хушнӑ пек туса пынӑ, ҫӗре юратма хӑнӑхнӑ, выльӑх- чӗрлӗх пӑхса усрас мелсене алла илнӗ. Анчах та шкул фермин ҫӗр нумай пулнипе, выльӑх йышӗ ӳссе пынине кура практика ирттернипе ҫеҫ ҫырлахма май килмен. И.Я. Яковлев фермӑра ӗҫлеме ҫынсем тытман, ҫавӑнпа та сухаласси-акасси, вырасси-пухасси, ӗнесене сӑвасси, сурӑхсен ҫӑмне касасси, выльӑха апатлантарасси таранчченех 14-16 ҫулсенчи ачасен туса пымалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та 1913 ҫул хыҫҫӑн вӗрентӳ ӗҫӗ ерипен йӑшса пыма тытӑннӑ, ачасем вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗнче 3-4 уйӑх фермӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. Фермӑна ертсе пыракан преподаватель О.Андреев, ачасен ӗҫӗ йывӑр пулнине кура, вӗсене лайӑхрах тӑрантарса усрама, май килнӗ чухне ӗҫшӗн укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Шкулта вӑл ачасене математика, физика, чӗрӗ мар ҫут ҫанталӑк, ял хуҫалӑх никӗсӗсене вӗрентнӗ, лайӑх учитель шутланнӑ. О.Андреев чылай ыйтусене хӑй тӗллӗн татса пама пуҫланине туйса илнӗ хыҫҫӑн И.Яковлев ӑна хӑтӑрса илет, хытӑ вӑрҫать. О.Андреев хӑй ҫак йывӑр ӗҫе пӗчӗк шалу илсе тӑрса туса пыни ҫинчен асӑрхаттарсан Иван Яковлевич ӑна ӗҫрен тухма сӗнет. Кӳреннӗ Осип Андреевичӑн юратнӑ ӗҫрен пӑрахса кайма тивнӗ. «Осип Андреевич хӑйӗн ӗҫне юратнӑ пулсан пӗчӗк шалупа та ӗҫлеме пултарнӑ. Николай Иванович Ильминский, вак халӑхсене ҫутта кӑлараканӗ, манӑн учителӗм ӗҫе юратакан этем пӗчӗк шалупа та ҫырлахать тенине эпӗ хамӑн хӑлхапа темиҫе хут та илтнӗ», - хӑйне ҫакӑн пек аса илӳпе тӳрре кӑларать Яковлев.