Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Doklad_Narspi_d2i.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
114.15 Кб
Скачать

Пĕтĕмлетÿсем

Сăнавсенпе ĕненусен хӑйне евӗрлӗхӗ халӑхӑн авалхи культурипе, мифологийӗпе, тӗнчекурӑмӗпе, унӑн историйӗпе, пурӑннӑ вырӑнӗпе, халӑхшӑн пурнӑç хаклӑ япаласемпе çыхӑннӑ. Сăнавсемпе ĕненусем паянхи кун та халӑхра упранса юлнин сӑлтавӗ – вӗсем халӑха кирлӗ пулни. Ыт ахальтен каламан вӗсене, сӑлтавсăр аса илмен, пурнӑçри кашни пулӑм вали пулнӑ.

Ваттисен сӑмахне ӑнлантарса-уҫса пани теес килет ҫав жанра. Ҫапла вара XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш литератури халӑх сӑмахлӑхӗн жанр системинчен уйрӑлса тухма ӗлкӗреймен-ха. Ҫав хушӑрах чӑваш илемлӗх ӑс-тӑнӗ ӗмӗрсен чикки тӗлне тӗнче литературин илемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан виҫӗ тӗсӗпе те паллашма ӗлкӗрнӗ. Пирӗн сӑмахлӑх ватӑ, вӑл архаика историе тӗпе хуракан тапхӑрчченех аталанса, ҫав тӗрлӗ тапхӑр сийӗсене упраса пынӑ. Ҫапах та ҫав ҫулсенче те, каярах та ҫыравҫӑсен хайлавӗсенче йӑла-йӗркепе йӑла пурнӑҫне ӳкересси малти вырӑнтах тӑнӑ темелле. Ун чухне чылай ҫыравҫӑ фольклор материалӗ пуҫтарнӑ, ҫав ҫухалса пыракан сӑмахлӑх сийне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, чӗрӗ традици пурнӑҫран ҫухалса пырать пулсассӑн вӗсем культура эткерне куҫаҫҫӗ, илемлӗ литературӑра, ӑслӑлӑх тӗпчевӗсенче, тӗрлӗ пичетленнӗ пухӑсенче упранаҫҫӗ. Кайран ҫав культура еткерӗ пулнӑ традицисем ҫӗнӗ культурӑн тӗп паллисенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ. Ӗнер ҫитменлӗхӗн курӑнакан ен ыран ытарлӑн ҫуталса ялтӑртатма пултарать. Йӑлтах халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ вӑхӑтри пурнӑҫӗн тӗллевӗсем еплерех пулнинчен, наци самосознанийӗпе идеалӗнчен килет. Ун пек чухне культура еткерӗ ҫӳпҫери пек пӑнтӑхмасть, ҫи-пуҫа ҫутатса куҫа илӗртет, шӑнкӑр-шӑнкӑр сассипе чӗрене хӑпартлантарать. Тӗрӗссипе хӑй тӳссе ирттернине ҫырасси, халӑх пурнӑҫне тӗплӗн сӑнласси, ҫут ҫанталӑка сӑнама пултарасси йӑлтах халӑхӑмӑрӑн хӑй енлӗхӗнчен, унӑн чунӗпе ӑнӗнчен, туйӑмӗнчен килет.

Эпĕ хам ума лартнă тĕллеве пурнăçларăм. Хайлава тишкерсе тухсан çакăн пек пĕтĕмлетъ турăм. «Нарспи» поэмăра сăнавсемпе паллăсем чĕрĕ вăй пек курăнса тăрать. Çакă вăл пĕтĕмпех чăвашăн тавра курăмĕпе, авалтан пыракан тĕн йĕркипе тачă çыхăнса тăрать. Чăваш хăйне çут çанталăкран уйăрмасть, унпа килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшать, уйрăмах хĕвелпе çĕре тав тăвать. Тĕнчере мĕн пур япала пирĕн пекех чунлă: пирĕн пекех шухăшлать, пирĕн пекех ăшша та, сивве те, ыррине те, усалне те сисет, анчах çăвар уçса пирĕн пек калаçаймасть. Сăвă йĕркисенче те çын евĕр сăнланнă Чăваш тĕнĕпе çут çанталăкра Турă вăйĕ, Турă хăвачĕ пур.

Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва, халăха ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентесси. Кирек хăш саманари халăх ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа та вăл хаклă, илемлĕ, усăллă.

К.В. Иванов произведенийсенчи автор сăнарне пĕтемлетсе, çапла калама пулать. Поэт творчествинче автор – пурнăçа юратакан, çут тĕнче илемĕпе савăнса киленекен, халăх чунне, кăмăл – туйăмне витĕр ăнланакан, тавралăха çивĕч курса ырăпа усала лайăх чухлакан ăслă шухăшлавçă. Вăл, хура халăх çывăх тараканскер, ĕçхалăхне савать, унăн хуйхи – суйхине чĕрене йышăнать, тĕнче çине халăх куçĕпе пăхса, пурнăçри пулăмсене халăх ăçăпе виçсе хаклать, калаçасса та халăх чĕлхипе калаçать. Халăх поэтикинче «авторласа» илнĕ сăнарлă та илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе, танлаштарусемпе, сăпатлантарусемпе ăста усă курса, аста юлакан санлăхсем, чĕрене керсе вырнаçакан сăнарсем тăвать.

.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]