Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
Doklad_Narspi_d2i.docx
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
114.15 Кб
Скачать

3 §. «Тимĕр тылă» тата «Тăлăх арăм» балладăсенчи сăнавсемпе паллăсем.

Ӗненӳсем халӑх мифологилле шухӑшлавӗпе тачӑ çыхӑннӑ. Вӗсенче талккӑшри (пространствори) чикӗсем (пурт, вите, хапха, ял), çынпа пӗрлех пурӑнакан хӗрт-сурт, витере лаша çилхине çивӗтлекен, çӗрле уçӑ витрери шыва хӳрипе пӑтратакан шуйттан, шыври тата ытти куçа курӑнман ыр хӑват, усал хӑват час-часах тӗл пулать.

Тӗслехрӗн К.В.Ивановӑн пултаруллӑхӗнче çак усал-тӗселсемпе ырӑ хӑватсем, сӑнавсемпе ӗненӳсем час-часах тӗл пулаçӗ: «Шуйтан чури», «Тимӗр тылӑ», «Нарспи» т.ы.те.

«Тимĕр тылă» хайлавра Чĕкеç кин йăлана кĕнĕ пурнăç 56 йĕркисене, тĕрĕсмарлăха хирĕç тăрать. Тухатмăшĕ ăна пĕтерес тесе усал ĕç пуçарса ярать. Тимĕр тылăра ларакан шурă шуйттанĕ вара унăн хăватĕнчен те вăйлăрах, çавăнпа та вăл юлашкинчен хăйне те пĕтерсе хурать. К.В. Ивановăн хайлавĕ çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕпе паллаштарать. Ăна илемлĕ чĕлхепе çырнă. Силлабика виçине усă курнине пула хайлав сыпăкĕсем çăмăллăнах асра юлăнаççĕ. Автор илемлĕ сюжет урлă çынна усал тума юраманни, усалĕ кайран каялла çаврăнса килме пултарни çинчен вĕрентсе, асăрхаттарса калать. Пурнăç чăнлăхĕ, вĕсенче этем пур енлĕн сăнлани, ăса вĕрентсе калани юмахĕпе халăх юмахĕнчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхĕсене палăртма; сăнарлă чĕлхене ăнланма, туйма.

Тимĕр тылăна чĕрĕ пек ӳкерни, вăл хуçине итлени, кайран ун ирĕкĕнчен тухса усал ĕçсем туса хуни те асамлăх традицийĕсемпе килĕшӳллĕн сăнланнă. Хайлавра автор паллисем чылай. Чăн малтан кунта юмахçă- автор сăнарĕ пур. Вăл вулаканпа калаçать, мĕн пулассине систерет, геройсене характеристика парать, вĕсен портретне, ĕçченлĕхне, кăмăлне кĕскен сăнласа парать, тавралăхри çут çанталăка ӳкресе кăтартать (уйăх, хĕвел, уй-хир). Пуплевре ытти халапсен сюжечĕсене (хĕрарăмсем тимĕр тылăран мĕншĕн хăранине ăнлантарни), вĕрӳ-суру чĕлхин текстне (тухатмăш ка- лакан сăмах) усă курнă. Юмахçă тухатмăш карчăкăн кил-çурт таврашне, Чĕкеç кинĕн тăванĕсен пурăнмалли йĕркине кăтартса парать. Çавăнпа пĕрлех икĕ тĕнче хушшинчи талккăша ӳкерни те пур: тухатмăш тĕнчи (леш тĕнче), тăвансен тĕнчи (ку тĕнче), вĕсен хушшинче çырма пур, арман çавăрса ларать. Чĕкеç кинĕ çула лашапа, каç пулсан тухать. Юмахра, апла пулсан, мифологи тата йăла-йĕрке паллисем курăнса каяççĕ.

Ентĕ вара та пĕлĕр

Карчăк суккăр пулнине.

Тепер тĕлте:

Чĕкеç килне карчĕкĕ

Темшĕн ытла юратмасть,

Хăвăр тупăр меншĕнне,

Ăна чĕлхем калаймасть,- тесе асăрхантарать.

Е тата:

Хăвăр пĕлетĕр: юсман,

Ырăсене асăнса

Вĕрсе- сурса пĕсерсен,

Пит хăватлă япала,- тесе аса илет.

Хайлаври юмахçă çине-çинех хăй каласа панă халап суя пул- нине, ăна ĕненме кирлĕ марине систерет: …Кам та пулин шанмасран …Халăх шăв-шавĕ пĕр вĕçлĕ, Е вăрçасран хăраса… Шăв-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. [ 6 стр 55].

«Тимӗр тылӑ» халапӑн сюжетне поэт «Тӑхӑрьял» ал çырӑвӗнче пулна «Лапӑр» ятлӑ юмахран илнӗ. Çапла çирӗплетсех калама хайлавра тӗл пулакан ял ячӗ (Акӑр) пулӑшать. Чӑн пурнӑçра ун йышши ял çук. «Тимӗр тылӑ» халапӑн пуçламӑшӗ чӑвашсен ӗненӗвӗпе пуçланать.

«Пирӗн чӑваш арӑмӗ

Тимӗр тылӑ юратмасть,

Пулсан пултар йӗс тылӑ,

Йывӑḉḉи те начар мар.

Тимӗр тылӑ ӑшӗнче

Шурӑ шуйттан ларать тет,

Тимӗр тылӑ тытсанах

Шӑлӗсемпе шаккать тет.

Кантӑр тыллас тесенех

çупне куçа кӗртет тет.

çав çуп куçра юлсассӑн,

çын тухатмӑш пулать тет…»

Кёҫён кинӗн (Чӗкеҫён) хитрелӗхне, вӑл «ытарма ҫук аван» пулнине, унӑн тути те «чуп тума ҫухе» пулнине кӑтар- тма кирлӗ пулнӑ иккен ҫак хушма сӑнар. Хайхи авторӑн кӑмӑлё ӑҫталла туртӑнни те палӑрчё: вӑл юмахри пек ырӑпа усала кӑна мар, ҫамрӑкпа (хитрепе) ватта (сукӑр «ӑҫтиҫука») хирӗҫлетсе кӑтартас тӗллев тытнӑ. «Тимӗр тылӑри» кӗҫӗн кин юмахри пек ачаллӑ мар, упӑшки те ҫук унӑн. Шӑпах «чуп тумалли» ҫулсенчи ҫамрӑк арӑм вӑл. Ҫакӑ килӗшмен те ӗнтӗ сукӑр тухатмӑша, ҫавӑнпа вӑл юратман хӑйӗн «ҫьш савӑнса тӑмалли» кинне. Карчӑкён пуҫёнче малтан кинне вӗлерес шухӑш пулманнине ҫак йӗркесенчен пёлме пулать:

- Ай, ҫёр ҫӑтманӑ пуҫна!

Ырра мар-тӑр ку кинём.

Юмахри ама ҫури кинёпе мӑнукне хӑй ҫисе ярать. Карчӑк вара кинӗ йӳтетнӗрен кӑтӑрать. Каярах, пӗлетпӗр ӗнтӗ, тимӗр тылӑ та кӑтӑрса каять. Сӑлтавне карчӑк ӑна кине хӑвалаттарса та таврӑнма чӗнсе йӑлӑхтарнинче курмалла.

К.В.Иванов, юмаха улӑштарса, «усала тӗкӗнме (вӑратма) юрамасть» текен шухӑша палӑртасшӑн пулнӑ.

Ҫапах та кунта автор ҫак шухӑшран тарӑнрах каласшӑн пулнӑ теес килет. Сарӑ кин хӑйён пӑянӑшне мӗншён йӳтетнине аса илер-ха: вӑл тӑван ялне, тӑванӗсем патне ҫитесшӗн ҫунать. Вёсене курас килнӗренех вӑл тӳсӗмне ҫухатать - ҫула усал-тӗсел вӑраннӑ вӑхӑтра (ҫёрле) тухать. Кунта автор сарӑ кине айӑплас тенине курмастӑп эпӗ. Кин ҫӗрле ҫула тухнӑ мотив юмахра та пур, ӑна сӑвӑҫ ҫаплипех хӑварнӑ. «Вӑратнӑ усал кӑтӑрма пултарать» текен шухӑш автора карчӑкпа тимӗр тылӑ хӑтланӑвӗсене тӳрре кӑ- ларма кирлӗ пулнӑ. Кин хӑтланӑвне поэт тӑванлӑх туйӑмӗ вӑйлӑ пулнипе, вӑл тунсӑхласа ҫитнипе сӑлтавлать. Хайлавӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илме юмахӑн вӗҫне пёлни пулӑшать. Унта пӗрре вилнӗ кинӗ тепёр хут чӗрӗлсе тӑрать. Пӑянӑшне вара, усал вупӑра, «сӗлӗ пӗрчи пек тураса тухрӗҫ, тет те, халӗ те пулин аван пурӑнаҫҫӗ, тет». Балладӑра кинӗ те, карчӑкӗ те вилеҫҫӗ. Мӗн пурё кунта сукӑр та ватӑ карчӑк хӑйӗн чипертен те чипер ҫамрӑк кинне юратманнипе ҫыхӑннӑ. Юратманлӑхӗ вара кинӗн хитрелӗхёне ҫамрӑклӑхёнчен килнӗ. Ахальтен мар автор юмаха чи малтан кин хитрелӗхне кӑтартас тӗллевпе улӑштарать.

Айӑплӑ-ши Чӗкеҫ хӑй хитре тата ҫамрӑк пулнишӗн? Пал- лах, айӑплӑ мар. Ку вӑл ҫут ҫанталӑк панӑ, i-урӑ ҫырнӑ ырӑлӑх. Хитрелӗхпе савӑнмалла, «ҫӳхе тутана чуп тумалла», тӑванпа тӑванӑн та пӗрле хутшӑнса та килӗштерсе пурӑнмалла.

Ҫук вӗт, илеме курайман ҫынсем те пур ҫӗр ҫинче (вӗсене шуйттан ҫапла тӑвать иккен). Вӗсем сукӑр (ноэт юмахри вупӑр карчӑка ятарласа сукӑрлатнӑ факт эпӗ калани те авто- рӑн шухӑшӗ пулнине ӗнентерет), вёсене пула илем синкерлӗх патне ҫитсе тухать. Анчах тавӑру саманчӗ те ҫитетех: сукӑра хӑй вӑратнӑ усалах тӗп тӑвать, хӑйне те пётерет.

Ҫут ҫанталӑк йӗркине хирёҫ кайни ырри патне илсе ҫитер- мест. Ҫак шухӑша «Шуйттан чуринче» те, «Икӗ хӗрпе» «Тимӗр тылӑра» та асӑрхатпӑр. Ҫав йӗрке (тӗрӗслёх) малтанхи хайлавра тӑванлӑха тӗп тунӑран, иккӗмӗшёнче суя ҫулӗ ҫине тӑнӑран, юлашкинче илеме курайманран арканать. Чӗкеҫ хӑйӗн хитришӗн пӗтет, «Тӑлӑх арӑмри» кӗҫӗн кин леш тӗнчене хӑйӗн юратнӑ мӑшӑрӗ вилнёрен каять. Хитрелёхпе юрату - ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗ. Хитрелӗхе курайман сукӑрсемпе юратнӑ ҫынсене пӗтерекен вӑрҫӑ-харҫӑ тӑнӑҫлӑха аркатаҫҫӗ, синкерлӗх патне илсе ҫитереҫҫӗ.

Тимӗр тылӑ ӑшӗнче шуйтан ларнине ӗненни çинчен калать кунта автор. Çак халапра тӗп усал персонаж – Тухатмӑш пулнӑ, çаплах чӑваш тата ытти халăхсен ӗненĕвĕнче тĕл пулакан çын. Чӑвашсем халӗ те хӑш пӗр чухне тухатмӑшсене ӗненеççӗ, вӗсем çинчен тӗрле - тӗрле япала каласа параççӗ.

«Тăлăх арăм» хайлавра традицийĕсем тĕл пулаççĕ. Кунта та пуплеве юмахçă сăнарĕ ячĕпе йĕркеленĕ. Вăл хăйĕн сăмахне панорамăллă йĕркелет. Малтанах çичĕ пĕртăван вăрçă хирĕнче çапăçнине, кайран çичĕ кин тырă вырнине ӳкерсе кăтартать. Хунямăшĕ ывăлĕсен шăпине кашăк пăрахса шăпа яни, кĕçĕн кинĕ мăшăрĕн вил тăприне шырани, кайран хăй те пурнăçран уйрăлни çинчен каланине юмах традицийĕсемпе килĕшӳллĕ йĕркеленĕ. Кунта ĕç-пуç темиçе хутчен пулса иртни, сакраллă хисепсене усă курни пур: çичĕ ывăл, çичĕ кин, мăшăрĕн пиччĕшĕсемпе тĕл пулса вил тăпри ăçтине ыйтса пĕлни. Пĕтĕмĕшле илсен, К.В. Иванов юмахĕсенче хăй пурнакан вăхăтăн йывăрлăхĕсене, пурнăç улшăнăвне, тĕрлĕ событисене ытарлă çырса кăтартнă. Хăйĕн пуплевне юмах евĕр йĕркелени ăна конкретлăхран пăрăнма май парать. Вăл тăтăшах тĕл пула- кан тĕрĕсмарлăха, ултавпа суяна тиркесе çырать. Пурнăç йывăрланса çитнĕ вăхăтра ăна малалла аталантарса яма чӳк кирлине туйса хăйĕн чи таса чунлă, ырă кăмăллă геройĕсене вилмелле тăвать. Çыравçă юмах традицийĕсенчен ĕç-пуç темиçе хутчен пулнине, «тет» сăмаха, умĕнхи тата хыç сăмах каланине усă курать. Унăн юмахĕсемшĕн йăла-йĕрке, ĕненӳ, фольклорти жанрсен ытти тĕслĕхĕсене усă курасси характерлă. Кунсăр пуçне, К.В. Иванов йăла-йĕркене е пурнăç хăй евĕрлĕхне сăнланă чухне ытлашши сăмах вакламасть, чи кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ паллисене çеç каласа тухать. Калура вĕсем символ е метафора пек пулса тăраççĕ. Автор асра юлмалли ӳкрчĕк, сăнар, сюжет калăплать, тарăн шухăша ярать. [ 6 стр 56. ].

Çакна «Тăлăх арăм» хайлавра куратпăр.

Çичĕ кашăк ывăтрĕ,

Сапла сăмах каларĕ

- Пÿлĕх, кăтарт тĕрĕсне,

Кашăк, кала чăннине:

Хăш кин юнлă кашăклă-

Пĕтнĕ унăн упăшки

Кашăк ÿкрĕ çаврăнса.

Ÿкрĕ – тăчĕ юн пулса

Кĕçĕн кинĕн кашăкки,-

Пĕтнĕ иккен упăшки.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]